Хусанта музыка театрӗ те пулӗ
Кабан кӳлли çыранӗнче мăнаçлăн курăнса ларакан театр çурчӗ пушанса юлӗ-ши вара?
Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗ хăйӗн адресне улăштарасси нумай юлмарӗ. Хади Такташ татат Нурсултан Назарбаев ячӗллӗ урамсем хӗресленнӗ çӗрте строительство ӗçӗсем хӗрсех пыраççӗ. Г.Камал ячӗллӗ театрта иртекен кашни мероприятире çӗнӗ çурта куçасси пирки сăмах тухать, калăн, халь тесен халь куçса каяççӗ.
Кабан кӳлли çыранӗнче мăнаçлăн курăнса ларакан театр çурчӗ пушанса юлӗ-ши вара?
Кунта музыка театрӗ уçасшăн иккен. ТР Раисӗ Рустам Минниханов ку ыйтăва тӗплӗнрех пăхса тухма хушнă. Мӗншӗн тесен пирӗн кӗвӗ ăстисем те, пултаруллă артсистме те йышлă, музыка театрӗн репертуарне кӗртме кракан хайлавсем те пур.
Анчах ку сӗнӗве малтан экспертсемпе, общественноçпа сӳтсе явмалла тесе шутлать ТР культура министрӗ Ирада Аюпова.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев