Хусанта Пӗтӗм Раççей библиотека конгресӗ иртет
«Библиотека в многополярном мире» Пӗтӗм Раççей конгресӗ Хусанта май уйăхӗн 19-24-мӗшӗсенче пулать. Унта хутшăнмашкăн пӗтӗмпе 1,5 пин специалист заявка янă. Форумра библиотека ӗçӗн мӗнпур енне çутатакан 700 яхăн доклад тăвӗç. Экспертсем Белоруссирен, Индирен, Иранран, Китайран, Кубăран, Сербирен пулассине хыпарлать kzn.ru сайт.
Форума çаплах «Образовательная коллаборация библиотек Содружества» проекта хутшăннă Азербайджан, Армени, Белорусси, Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан çӗршывӗсен 50 специалисчӗ те хутшăнать.
Программа анлă, çав шутра «Школа комплектатора», «Школа каталогизатора», «Школа реставратора», «Школа библиотечного блогера», «Изучаем чтение» куçса çӳрекен лаборатори тата ытти вӗрентӳ семинарӗсем. Вӗсенче специалистсем пӗр-пӗрин чи лайăх опычӗпе паллашӗç. Культура мероприятийӗсем те нумай пулӗç.
Пӗтӗм Раççейри библиотека конгресне Хусан «Культура» наци проекчӗпе çӗнсе илнӗ грантпа ирттерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев