Хусанта виçӗ çар комиссариатне çунтарма хăтланнă
Йӗрке хуралӗ çынсене асăрхануллăрах пулма ыйтать. Раççейре çар комиссариачӗсене çунтарма хăтланнă тӗслӗхсем нумайланнă. Хусанта кăна тăватă кунра виçӗ çар комиссариачӗн çурчӗ çине çунтармалли шӗвек тултарнă бутылка (Молотов коктейлӗ) пăрахнă.
Хусанти Авиастроительный тата Ново-Савиново районӗсен çар комиссариатне – 30-ти Алина Ефимова, тепӗр кунхине Аэропорт урамӗнчи çар комиссариатне 23-ри Алина Гарипова, Кировпа Мускав районӗсен çар комиссариатне 62-ри пенсионерка çунтарасшăн пулнă. Телее, пушар тухман, сăтăрçăсене пурне те тытса чарнă. Хальлӗхе вӗсене хуларан тухса кайма юраманни çинчен алă кăна пустарнă-ха. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ тесе хыпарлать «Бизнес-онлайн» интернет-хаçат.
Следовательсем каланă тăрăх, çак пăтăрмахсен пурин те «Украина йӗрӗ» е шулӗксен çӗнӗ мелӗ палăрать, мӗншӗн тесен пӗр схемăпа ӗçлеççӗ вӗсем: шăнкăрав – кредит – укçана вăрлани – вут чӗртни. Çар комиссариатне çунтарма хăтланнă 62-ри пенсионерка каланă тăрăх, ăна темиçе кун каялла такам телефонпа ФСБ сотрудникӗ ятӗнчен шăнкăравланă та шулӗксем ун ячӗпе банкран пысăк сумма кредит илнӗ тесе ӗнентернӗ. Вӗсене чарас тесе хӗрарăмăн тепӗр кредит илсе резерври шут çине хумалла-мӗн. Пенсионерка чăнах та шартах сикнӗ, банкран 2 миллион тенкӗ кредит илсе хайхи этем каланă шут çине хунă. Тепӗр икӗ кунран арçын каллех шăнкăравланă, хальхинче çар комиссариатне çунтарма хушнă, итлемесен вӗлерессипе хăратнă. Пенсионеркăн çакăн хыççăн заправкăран бензин илсе бутылкăна тултарса çар комиссариачӗ çине ывăтмалли кăна юлнă.
Туссем, тархасшăн асăрхануллă пулăр, халӗ усал шухăшлă этем сахал мар. Украинăн ятарлă служби те çывăрмасть, Раççей халăхне пăтратма, çӗршывра диверсисем тума тăрăшать. 10 пин тенкӗ укçа шантарса çар комиссариатне çунтарма, чугун çулсене пăсма илӗртет. Çавăнпа телефонпа шăнкăравлакан палламан çынна ан ӗненӗр. Вăл каланă хуть мӗнле информацие те малтан тăванăрсене е укçапа çыхăннă пулсан банка кайса (банк картти çинче кăтартнă телефонпа шăнкăравласан та юрать )тӗрӗслӗр. Мӗншӗн тесен кун пек ыйтупа банк, ФСБ тата ШӖМ сотрудникӗсем граждансене нихăçан та шăнкăравламаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев