Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта хӳтлӗх вырăнсен (убежище) электронлă карттине хатӗрлес ӗç вӗçленсе пырать

Чрезвычайлă лару-тăрусенче Хусанта 5461 çуртран 2637-шӗн подвалӗ, 35 паркинг тата 10 метро станцийӗ («Аметьевăсăр» пуçне) пытанма юрăхлă. Хальхи вăхăтра Хусанта хӳтлӗх вырăнсен (убежище) электронлă карттине хатӗрлес ӗç вӗçленсе пырать. Çынна пӗр кнопка пуссах çывăхра ăçта пытанмалли вырăна тупма кирлӗ ку.

Кун çинчен терроризма хирӗç хула комиссийӗн ларăвӗнче Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Искандер Гиниятуллин пӗлтернине хыпарлать хула мэрийӗн пресс-служби. Искандер Гиниятуллин сăмахӗсемпе, чрезвычайлă лару-тăру вăхăтӗнче предприятисемпе организаци ӗçченӗсем ӗç вырăнӗнче-тӗк, предприяти территорийӗнчи хӳтлӗхсенче пытанмалла. Ытти çынсен çӗр айӗнчи хӳтӗ вырăнсене (подвалсенче, паркингсене, метрополитен станцийӗсене) анмалла. Хула мэрӗ Ильсур Метшин хулари çакнашкал вырăнсене пӗр уйăхра хатӗрлесе çитерме хушнă. Мӗнле пурнăçланине хăй çитсе тӗрӗслес шутлă вăл.

– Хӳтлӗх сооруженийӗсен ыйтăвӗ çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ халӗ. Кăна хăратас тесе каламастпăр. Çавăнпа хăвăра шанса панă çуртсемпе, хӳтлӗх вырăнсем хут çинче кăна мар, пуçăрта пулмалла. Ӗç графикӗпе килӗшӳллӗн, кашни кун хăвăр кая-кая тӗрӗслӗр вӗсене. Предприятисен территорийӗсенче вырнаçнă убежищесемшӗн предприятисем яваплă. Ку ыйту генеральнăй директорсен яваплăхӗпе совеçӗ çинче. Эпир ку ӗçе паян кăна пуçламан, анчах кирлӗлӗхӗ куллен ӳссе пырать. Хăрушлăх тухас пулсан кашни çын ăçта пытанмаллине лайăх пӗлтӗр тесен пирӗн ку ӗçе системăллă, йӗркепе илсе пымалла», — тенӗ мэр Раççей çийӗн вӗçекен беспилотниксене ПВО куллен сирпӗтнӗрен убежищесемшӗн яваплисем кашни явалăха туймаллине палăртса.

Искандер Гиниятуллин организацисемпе предприятисен территорийӗсенчи хӳтлӗх вырăнсене 24 сехетре хатӗр пулмаллине каланă. Вӗсенче çынсем 48 сехет пытанма пултараççӗ. Кун пек вырăнсем мирлӗ вăхăтра та хатӗр пулмалла.
— Алтса тарăнлатнă, çӗр айӗнчи вырăнсем (подвалсем, çуртсен цоколь хучӗсем, çӗр айӗнчи гаражсем, кӗлетсем фугас осколкисенчен, строительство конструкцийӗсен ванчăкӗсенчен тата çывăхри темиçе хутлă çуртсен ишӗлчӗкӗнчен сыхлаççӗ. Вӗсенче çынсем 12 сехетрен ытла мар пытанаяççӗ. 2023 çулта 23 подвала юсаса çӗнетнӗ. Нумай хваттерлӗ çуртсенче пурăнакансем пухусем ирттерсе çуртăн аслине суйламалла. Шăпах вăл кун пек пӳлӗмсен хатӗрлӗхне тӗрӗслесе тăрать. Уççине хăйӗнче тытать. «Внимание всем!», «Воздушная тревога!» сигналсем илтӗнсенех пуринпе те çыхăнура тăрса халăха хӳтӗ вырăнсене анма пулăшать. Иккӗмӗш уçă пурăнмалли çурт-йӗр организацийӗн ертӳçинче е арендаторта пулмалла. Хӳтлӗх вырăнсенче çын пуçне пӗрер литртан кая мар техника шывӗ, çумалли-тасатмалли хатӗрсем, пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ памалли санитари сумки, алăка хупласа хурас пулсан уçса тухма лум, кӗреçе, витре тыта ытти чи кирлӗ инструментсем, çын пуçне икшер литртан кая мар каяш пухмалли баксем хатӗрлесе хумалла тата 100 çын пуçне пӗр биотуалет лартма пӳлӗм тумалла», — тенӗ вăл.

 Хальхи вăхăтра халăха чрезвычайлă лару-тăрура мӗн тумаллине аса илтерекен 100 пин ытла памятка хатӗрленӗ. Вӗсемпе лифтсенче, стендсенче, обществăлла транспортсенче, гражданла хӳтлӗх сайтӗнче паллашма пулать.

Хăрушлăх тухас пулсан «Внимание всем!» тесе хыпарлакан электричество сиренисем ӗçлесе каяççӗ. Çакна илтсенех çынсем радио, телевизор ярса экстренлă хыпар итлемелле. Хӳтлӗх вырăнсене каçхине те çутатакан ятарлă указательсемпе тупмалла.

Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра çынсене хӳтлӗх вырăнсем çывăхра ăçта пулнине кăтартакан электронлă карттăсене хатӗрлес ӗç вӗçленсе пырать. Ку карттăна кашни телефонрах вырнаçтарма май пуласса шанатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество