Хусантан пӗчӗкрех тарифсем Шупашкарпа Йошкар-Олара
Атăлçи округӗнче ăшă, шыв, газ тарифӗсем чи йӳннисенчен пӗрисем Тутарстанра пулин те, коммуналлă çăмăллăхсемшӗн тӳлесси самаях ӳснӗ
Декабрьти çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тарифӗсене индексациленӗ хыççăн Тутарстан Атăлçи федераллă округ регионӗсемпе варринчи вырăнта юлать, республикăри ăшăпа, шывпа, газпа тивӗçтерес расценкăсем чи пӗчӗк пилӗк хаксен шутӗнче.
Атăлçи федераллă округри чи пӗчӗк тарифсене палăртнă 14 регион хушшинче ăшăпа тивӗçтерессипе Тутарстан тăваттăмӗш вырăнта (2136 тенкӗ./ гкал). Ăшăшăн чи пысăк тарифсене Киров облаçӗнче (2578 тенкӗ./ гкал) Пушкăртстанра (2559 тенкӗ./ гкал) лартнă. Енчен те шыв тарифӗсене пăхас пулсан, пирӗн республика Атăлçи федераллă округри чи пӗчӗк тарифсене палăртнă 14 регион хушшинче виççӗмӗш вырăнта пырать – пӗр кубометршăн 27,36 тенкӗ. Хусантан пӗчӗкрех тарифсем Шупашкарта – пӗр кубометршăн 23,48 тенкӗ, тата Йошкар-Олара кăна – пӗр кубометршăн 18,36 тенкӗ. Пӗр кубометр газшăн Тутарстанра 6,78 тенкӗ илеççӗ. Чăваш Енре тарифсем пӗчӗкрех – кубометршăн 6,75 тенкӗ, Удмуртире те çавăн пекех. Мордовире тата пӗчӗкрех – пӗр кубометршăн 6,67 тенкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев