Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм патне кунӗпе чечексем хураççӗ

Паян асăнупа хурлану кунӗ, çӗршыври кашни ял-хулари обелисксем патӗнче çынсем тӗлпулусем ирттереççӗ, асăнаççӗ

Хусанти чечек хурас церемоние ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков та хутшăннă. 
Мероприяти Тутарстан Çӗнтерӗве çывхартса мӗнлерех пай кӗртни çинчен каласа панинчен пуçланнă. Миçе çын вăрçа кайни, вӗсем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче миçе награда илни таранчченех пӗлтернӗ çынсене. Çар оркестрӗ Раççей тата Тутарстан гимнӗсене янраттарнă хыççăн тӗлпулăва хутшăннисем пурте пӗр минут шăп тăрса вăрçăра вилнисене асăнннă.  
Церемони Ӗмӗрлӗх çулăм патне чечексем хунипе вӗçленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев