Хусанти Тӗп стадион умӗнчи парковка хупăнать
Хусан варринчи Тӗп стадион хальччен 24,5 пин вырăнлă пулнă-тăк, малашне 9,5 пине сахалланса 15 пине кăна юлать.
Куракансене вырнаçтармалли çӗнӗ правилăсем йышăннипе çыхăннă иккен ку. Кун çинчен объектăн директорӗ Ильгиз Фахриев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ. Хусан мэрийӗ стадион умӗнчи парковкăна апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 5-мӗшӗччен хупассине хыпарлать. Сăлтавӗ — БРИКС çӗршывӗсен Вăййисеем тӗлне асфальтпа бетон сийне улăштарма хатӗрленни.
Тӗп стадионăн реконструкцийӗ валли 1 миллиард тенкӗ уйăраççӗ. Унпа трибунăсем çинчи пластик пукансене улăштарма, çăмăл атлетика çулӗсене, стадион галерейине, кӗрсе тухмалли вырăнӗсене çӗнетӗç. Кунсăр пуçне тăррине, фасадне, инженери сечӗсене юсӗç. Юлашки хут стадиона 19 çул каялла тӗпрен юсанă пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев