Хусанти «Урам» экстрим-паркра «За нами страна» интерактивлă патриотла проект ӗçлеме пуçланă
«За нами страна» проекта йӗркелесе ертсе пыракансем пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе (БПЛА) ӗçлеме, автомата сӳтсе пуçтарма вӗрентӗç. Çавăн пекех çар экипировкине тăхăнса пăхма та май пулать.
Хусанти «Урам» экстрим-паркра «За нами страна» интерактивлă патриотла проект ӗçлеме пуçланă.
Ыран, сентябрӗн 30-мӗшӗнче, асăннă паркра каçхине 18.00 сехетре «За нами страна» проекта йӗркелесе ертсе пыракансем пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе (БПЛА) ӗçлеме, автомата сӳтсе пуçтарма вӗрентӗç. Çавăн пекех çар экипировкине тăхăнса пăхма та май пулать.
«Çарта хӗсметре тăрасси вăл – хастар та хăюллă каччăсемшӗн. Çак проекта йӗркелесе эпир çар çыннин ӗçӗ мӗнле кăткăс, çав вăхăтрах интереслине кăтартасшăн», – каласа парать асăннă плоçадкăн ертӳçи Алина Молчанова.
Проект кашни кун ӗçлет. Кунта килекенсене тӗрлӗ енлӗ те интереслӗ программа кӗтет. Ӗç кунӗсенче кăмăл пуррисем пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе ӗçлеме, автомата сӳтсе пуçтарма вӗренеççӗ пулсан, канмалли кунсенче вара беспилотника ӗçлеттерекен ятарлă симулятор çинче те хăйсен пултарулăхне тӗрӗслесе пăхма пултараççӗ.
Мероприятисене ирттерме Хусанти танк училищи тӗрев парать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев