Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хушма канмалли кун хăçан илме пулать?

Хальхи саккунсемпе килӗшӳллӗн ӗçлекенсем патшалăх тата республика уявӗсен кунӗсенче, çавăн пекех уявсене урăх куна куçарнă кунсенче канма ирӗк пур. Анчах хăш-пӗр чухне республикăра пурăнакансем хушма кану кунӗсем илме пултараççӗ.

Енчен те уяв е канмалли кун ӗçе тухса ӗçленӗ пулсан, унăн е хушма канмалли кун,  е хушма тӳлев илме юрать. Саккунпа килӗшӳллӗн, кунашкал кунсенче ӗç укçине икӗ хут ӳстерсе  тӳлемелле.  Кăмăл пулсан ӗçлекен укçа компенсацийӗ вырăнне отгул илме пултарать. Кун пек чухне ӗçленӗшӗн ӗç укçи хушса парăнмасть, отгул илнӗ кун та тӳленмест.

Сывлăх енчен çирӗп мар ачасен ашшӗ-амăшӗсем те  хушма канмалли кун илме пултараççӗ. Вӗсем тата ачан опекунӗсем е попечителӗсем  уйăхне тӳлевлӗ тăватă хушма канмалли кунпа усă курма пултараççӗ. Канмалли кунсене вăтам ӗç укçине шута илсе тӳлеççӗ.

Тутарстансем диспансеризаци иртме хушма кану кунӗ илме пултараççӗ. 40 çула çитменнисем тӳлевлӗ пӗр кунпа виçӗ çулта пӗрре усă курма юрать. 40 çултан çак кун çуллен парăнать, пенси умӗнхи тата пенсионерсен çулталăкне икӗ канмалли кун илме ирӗк пур. Тӗрӗслев хыççăн сотрудникăн ӗç паракана диспансеризаци тухни çинчен справка килсе памалла.

Юн паракансем те  хушма виçӗ канмалли кун илме пултараççӗ. Медицина тӗрӗслевӗ иртме, юн панă кун тата кирлӗ чухне илме пӗрер хушма кун парăнать. Çак кунсене вăтам ӗç укçине шута илсе  тӳлеççӗ.

Ял тăрăхӗнче ӗçлекен хӗрарăмсем Тутарстанра уйăхне пӗр хушма канмалли кун илме пултараççӗ. Анчах уншăн ӗç паракан тӳлемест.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество допвыходные