Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хутшăнмасăр ан юлăр

Çав вăхăтрах тепӗр конкурс пуçлани çинчен аса илтеретпӗр — «Тавах Çӗнтерӳшӗн! Яланах асра!» ятлă ӳкерчӗксен конкурсӗ вăл.

Хаклă вулакансем!

«Манăн çемье» конкурса ӳкерчӗксене йышăнса пӗтертӗмӗр. Редакцие килнӗ ӳкерчӗксене пурне те пичетлетпӗр, унтан ятарлă комисси ӗçсене пăхса тухса пӗтӗмлетӳ тăвӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртӗ. 

Çав вăхăтрах тепӗр конкурс пуçлани çинчен аса илтеретпӗр — «Тавах Çӗнтерӳшӗн! Яланах асра!» ятлă ӳкерчӗксен конкурсӗ вăл. Ун пирки «Суварăн» 11-мӗш номерӗнче тухнă «Шăнкăрав» кăларăмра тӗплӗн çырнăччӗ. Унта хутшăнас тесен çӗршыв хӳтӗлевçисене халалласа ӳкерчӗк тумалла та редакцие почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа, е паха сăн ӳкерсе хаçатăн suvar@mail. ru электронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла.

Ӳкерчӗкӗн авторӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăш ача садне е шкула çӳренине, миçе çултине, вӗрентекенӗ (воспитателӗ) кам пулнине палăртма манмалла мар. 

Конкурса янă ӗçсене 2024 çулхи майăн 12-мӗшӗччен йышăнатпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарать.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: победа