Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалăх микроçыравӗ кил-çурта, выльăх-чӗрлӗхе, вите-сарая, пахча-çимӗçе – йăлт шута илнӗ

Августăн 1-30-мӗшӗсенче пӗтӗм Раççейӗпех ял хуçалăх микроçыравӗ иртрӗ. Вăл аграри секторӗнче юлашки пилӗк çулта пулнă улшăнусене палăртма кирлӗ. Юлашки çырава Росстат 2016 çулта ирттернӗ.

Унччен ку мероприяти 10 çулта пӗрре пулнă. Тӗрлӗ технологисем хăвăрт çӗнелсе пынине, цифровизаци аталанăвне кура  ял хуçалăх отраслӗнче улшăнусем питӗ хăвăрт пулса пынипе микроçырава 5 çулта пӗрре ирттерме йышăннă. 2016 çулти кăтартусемпе çӗршывра 36 пин ял хуçалăх организацийӗ пулни палăрнă, вӗсенчен 67 проценчӗ – пӗчӗк предприятисем.
Кăçалхи микроçыравра патшалăх статистики аграри предприятийӗсемпе фермер хуçалăхӗсемсӗр пуçне харпăр хуçалăхсене те (ЛПХ) шута илме задача лартнă. Цифра çыравӗ агросекторăн ресурс базипе ӳсӗм потенциалне палăртса ялсене, аграри предприятийӗсемпе фермер хуçалăхӗсене пулăшма ятарлă программа йӗркелеме май парать. Микроçырав ял хуçалăхӗнчи вак-тӗвеке те шута илсе проблемăсене туллин палăртать. Кăçалхи микроçыравра çӗршыври 144,9 пин хресченпе фермер хуçалăхӗсемпе харпăр предпринимательсене, 82,6 пине яхăн коммерцилле мар юлташлăхсене тата 16,5 миллион харпăр хуçалăха шута илнӗ.  Пӗрремӗш хут даннăйсене web-ресурс урлă пуçтарнă.
Тутарстанра микроçырава ирттернӗ çӗрте патшалăх статистикин 44 уйрăмӗ ӗçленӗ. Мӗнлерех иртнӗ-ха асăннă мероприяти республикăра?  Çавна пӗлес тӗллевпе патшалăх статистикин Елабугăри уйрăмне шăнкăравларăмăр. Ӗç майӗ пӗр, çавăнпа пӗр район тӗслӗхӗпех пӗтӗмӗшле картина тума пулать. Унти тӗп специалист Булат Ахметгалиев пӗлтернӗ тăрăх, Елабугăри уйрăм Арск районӗнчи ялсемпе ӗçленӗ.
– Пурӗ ку участокра 25 специалист ӗçлерӗ тата 4 инструктор. Пӗтӗмпе 12 пин фермер тата кил хуçалăхне шута илтӗмӗр. Хăш-пӗрне шута илмесен çынсем çырава хăйсен ирӗкӗпе хутшăнчӗç. Çыравра харпăр даннăйсене кăтартмаççӗ. Пуçтарнă информацие эпир Татарстан статистикине ярса патăмăр, вӗсем вара Раççейрине çитереççӗ, – терӗ Булат Данилович.
Спикер каланă тăрăх, харпăр хуçалăхсенче çурта, çӗр пайне, картиш-сарайне, выльăх-чӗрлӗхе, чăх-чӗпе, выльăх апатне, пахчара мӗн чухлӗ пахча-çимӗç акни таран – йăлт шута илнӗ. Улма-çырла тӗмӗсем таран.
Булат Данилович сăмахӗпе, хăш-пӗри мӗнле те пулин налог шутласа кăларассинчен шикленсе çырав ирттерекенсене килне кӗртесшӗн пулман. Анчах кунта ним хăрамалли те çук, çырава çӗршыври ял-хуçалăх секторӗн чăн лару-тăрăвне курас тӗллевпе тата проблемăсене палăртса малашне вӗсенчен хăтăлма ирттереççӗ.  
Микроçыравăн хăш-пӗр пӗтӗмлетӗвӗсем ку çулхи декабрь уйăхӗн варринче паллă пулаççӗ, пӗтӗмпех 2022 çул вӗçнелле кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев