Ялсенчи предприятисем йӗркеллӗ ӗçлеççӗ
Раççейӗн Ял-хуçалăх министерстви Тутарстанри компанисенчен льготăллă кредит илмешкӗн янă заявкăсенчен 318-ӗшне ырланă
Льготăллă инвестици кредичӗсем пирки калас пулсан, пурӗ 2,5 миллиард тенкӗлӗх 23 заявкăна ырланă. Çакăн çинчен ТР ял-хуçалăхпа продовольстви министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков пӗлтернӗ.
Ял хуçалăхӗнчи тата апатлантару отраслӗнчи лару-тăру тăнăçлă, пысăк предприятисем те, пӗчӗккисем те йӗркеллӗ ӗçлеççӗ, тесе пӗлтернӗ вăл. «Тутарстанри агропромышленность комплексӗнче 71 пин çын ӗçлет: 44 пин çын – ял хуçалăхӗнче, 27 пин çын апат продукчӗсене хатӗрленӗ çӗрте», - тесе палăртнă Залаков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев