Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăвашкел клубӗ текех сивӗ мар

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел клубне юсанă хыççăн уçрӗç. Çитес çуркунне йӗри-таврашне улмуççисем лартма хатӗрленеççӗ.

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ял çыннисемшӗн ноябрӗн 16-мӗшӗ чăнах та кӗтнӗ кун пулчӗ. Культура çуртне юсав хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрӗç. Малашне мероприятисене йăвашкелсем текех купăста пек тăхăнса каймӗç ӗнтӗ, мӗншӗн тесен унта халӗ килти пекех ăшă. 1969 çулта туса лартнă 200 тăваткал метр пысăкăш Культура çурчӗ кунта чăнах та çав тери сивӗччӗ. «Пӗр-икӗ çул каялла çак вăхăталла Йăвашкелне фермер патне килсен Культура çуртӗнче çутă çуннине куртăм та кӗме шутларăм. Урамра та сивӗччӗ-ха, клубра вара урамринчен икӗ хут сивӗрех. Ăна пăхмасăр ачасем репетици ирттереççӗ. Çакăн хыççăн районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗпе Ольга Владимировнăпа пӗрле ларса калаçрăмăр та Йăвашкел клубӗпе мӗн-тӗр тумаллах тесе йышăнтăмăр. Çапла клуба ТР Президенчӗн «Ял клубӗсем» программине кӗртрӗмӗр. Апрель уйăхӗн вӗçӗнчен юсав пуçланчӗ. Ӗçсем хăвăрт пычӗç теейместӗп, çапах та паха», – терӗ кун пирки район ертуçи Ф.Давлетшин хӗрлӗ хăйăва касас умӗн. Лайăх ӗçшӗн строительсене, вырăнти Культура çурчӗн заведующине Ирина Дмитриевăна Тав çырăвӗпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларӗ. ТР Культура министерствин представителӗ Г.Габдрахманов та пушă алăпа килменччӗ, вăл Культура çурчӗн пурлăхпа техника базине çӗнетме сертификат пачӗ.

Районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Ольга Маркова каланă тăрăх, Çарăмсан тăрăхӗнче кăçал икӗ ялăн клубӗ çӗнелнӗ. Анат Чагодайра çӗннине лартнă, Йăвашкелӗнчине тӗпрен юсанă: тăррине çӗнӗрен витнӗ, урайсене, ăшă пăрăхӗсене улăштарнă, ăшă туалет тунă тата ытти те. Йăвашкел клубӗ валли кăна республика 8 миллион тенкӗ уйăрнă. Кунсăр пуçне нефтяниксем зал валли креслосем, чӳрече каррисемпе чаршавсем туянма тата  660 пин тенкӗ панă.

Çапла вара президент программипе тата нефтяниксен пулăшăвӗпе районти 36 ял клубӗнчен 30-шне юсанă е çӗннине лартнă. Сăмах май, Йăвашкел клубӗнче ӗçсем йăлтах пӗтмен-ха тата ун йӗри-таврашне çӗнетмелли юлнă. Хальлӗхе ун таврашӗнчи ватă йывăçсене касса çӗре тикӗслеме кăна ӗлкӗрнӗ. Çитес çуркунне улмуççисем лартма хатӗрленеççӗ. Çакăн пек çӗнӗлӗхпе кӗтсе илӗ хăйӗн çур ӗмӗрхи юбилейне Йăвашкел клубӗ. Вăл уçăлнăранпа 2019 çулта шăпах 50 çул çитет. Çӗнелнӗ клуба уçнă ятпа саламлама районти Культура çурчӗн артисчӗсем кăна мар, мӗнпур чăваш ялӗнчен пултарулăх ушкăнӗсем килнӗччӗ. Мероприяти мӗнле иртни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана