Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗкехӳре ҫулне халалланӑ сӑвӑ

Ку сӑвӑ авторӗ Мелания Никифорова, Пушкӑртстанри Кекен ялӗнчен

  Йĕкехÿре   çулталăкне

 

Тĕнче кашти çăмăл мар,

Пĕччен тытса тăма çук.

Хуçа пулма ансат мар,

Пурне те юраяс çук.

 

Çулталăк  ĕçĕсене

Турă салатса парать.

Сăваплă чĕрчунсене

Хăйĕн патне йыхравлать.

 

Чи малтан вăкăр килет,

 Тигр ун хыҫҫӑн юлмасть,

Мулкачĕ те хыт чупать,

Анчах мала иртеймест.

 

Аçтаха хыççăн çĕлен 

Ут, качака, упăте,   

Автан, йытă, черете

Сысна та килсе çитет.                                                              

Йĕкехÿре чи кайран

Таçтан сирпĕнсе тухать.                 

Кайри пулас мар тесе,

Сысна  çине хăпарать.

 

Черетри чĕрчунсенĕн

Пуçĕсем   урлă сиксе,

Пуринчен иртсе кайса

Пĕрремĕш тухса тăрать. 

 

Сĕмсĕрлĕхпе пуçсăрлăх!

Çакă ăна пулăшать,

Çавăнпа ăна турă

Пĕрремĕш туса хурать.  

                                            

Вун ик чĕрчун – пĕр ярăм,

Кашнин вĕсен пĕр парăм –

Хăйсен çулталăкĕнче

Палăрма ĕçĕсенче.

 

********************

Килсе çитрĕ васкаса

Йĕкехÿре  Çĕн çула.

Мĕншĕн ячĕ çавăн пек?

Хÿри унăн  йĕке пек.                                                                                                                                                         

Пуç, тута-çăвар, сăмса 

Тăсланкăрах та  шĕвĕр.

Сăрă кĕрĕкне уртса 

Тĕпеле иртме хатĕр.

 

Хăй чăн  çирĕп кăмăллă,

Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешет.

Пуринчен  тавçăруллă

Ĕçе вĕçне çитерет.

 

Вăрттăн та чее чĕрчун,

Мĕн калăн эсĕ ун чух?

Çĕрле сунара çÿрет, 

Хăлхи çав çивĕч илтет.

 

Уншăн тӗрĕсӗлĕх малта.

Кичемлӗхе вăл тиркет,

Хăйĕн шухăшĕсене 

Питĕ çирĕп хÿтĕлет.

 

- Илемлĕ Йĕкехÿре,

Тăрăхла тăп  кÿлепе!

Мĕн илсе килет  пире

Хăйĕн хастарлăхĕпе?

 

- Ку çул мĕнле пуласси

Йĕкехÿререн килет.

Пурнăç мĕнле тăвасси

Пиртен хамăртан килет.                                                                                               

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев