Ҫынсем хӑйсем ӑнланмасан, врачсем кил тӑрӑх ҫӳреймеҫҫӗ
Вирусолог коронавирусран мӗн тума ҫапла нумай ҫын вилнине ҫӗршыв граждӑнӗсен "пофигизмӗпе" ӑнлантарнӑ
"Лару-тӑру начарланни имунлӑ сий ҫуккипе ҫыхӑннӑ, карантин мероприятийӗсене ҫемҫетнипе тата пӑрахӑҫланипе ҫыхӑннӑ. Хӑш-пӗр ҫынсен сӳрӗклӗ пулни, рекомендацисене пӑхӑнманни, вакцинаци темпӗсем ӳсменни те витем кӳрет",– тесе палӑртнӑ Вирус инфекцийӗсенчен сиплес тата профилакиикӑлас наукӑпа тӗпчев центрӗн директорӗ Георгий Викулов.
Эксперт асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, чирӗн йывӑр формисем йышланнин сӑлтавӗ коронавирусӑн ҫӗнӗ SARS-CoV-2 штаммӗсем тупӑннинчӗ мар, мӗншӗн тесен вакцинӑсем прививка тунисене ҫаплипех ҫителӗклӗ хӳтӗлеҫҫӗ-ха.
"Йывӑр тӗслӗхсен шучӗ чакман, госпитализацисен шучӗ ӳсрӗ, ҫакӑ сывлӑх сыхлав системи ҫине пысӑк нагрузка. Шел пулин те хальлӗхе иммунитетлӑ ҫынсен шучӗ сахал",– тенӗ Викулов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев