Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран дронсен куравӗ уçăлать

Раççейри тата Китайри 150 ытла компани хӑйсен продукцине Хусанти «Дрон экспо 2025» форум экспозицине тӑратать.

 Хусанта августӑн 26-мӗшӗнчен  28-мӗшчен Пӗтӗм тӗнчери «Дрон экспо» курав, форум иртет. Унта Раççейпе Китайран гражданла безпилотниксем туса кӑларакан 150 ытла компани хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарать. Форума пухăннисем ку сферӑри çивӗч ыйтусене сӳтсе явӗç. Кун пирки «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пӗтӗм тӗнчери «Дрон Экспо» куравпа форумӑн учредителӗ Александр Фешкин каласа пачӗ. «Гражданла тӗллевпе вӗçтерекен безпилотниксенчен пуçласа вӗсене пуçтарнă çӗрте кирлӗ компонентсем таранах тупма пулать куравра. Эпир çӗршыври производительсене пурне те пухма тӑрӑшрӑмӑр, вӗсем пӗр-пӗринпе çыхӑну йӗркелеме, партнерсем тупма пултарччӑр терӗмӗр. Çапла майпа пирӗн çӗршыв темиçе çӗнӗ йышӑну тума пултарать».

«Китайран представительсем хутшăнаççӗ. Пакистанран та килмеллеччӗ, анчах юлашки улшăнусене пула вӗсем çук», – пӗлтерчӗ вӑл. Форума, курава ытти нумай çӗршывран делегацисем килсе курӗç. Вӗсем Раççейре туса кӑларакан продукципе паллашӗç», – ӑнлантарчӗ форум учредителӗ.

Тутарстан çӳллӗ технологиллӗ инновацисен регионӗ пулнине, çавӑнпа мероприяти шӑпах çакӑнта иртнине пӗлтерчӗç спикерсем. «Эпир пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗçлессине ӳстересшӗн, çакна тума форум çӗнӗ вӑй хушасса шансах тӑратӑп», – пӗлтерчӗ шухăшӗсене Александр Фешкин. Форумра дронсемпе усӑ курасси пирки тата безпилотниксем кăларакан сфера умӗнче тӑракан çивӗч ыйтусене сӳтсе явасси çинчен «АЭРОНЕКСТ» Ассоциацин Генеральнӑй директорӗ Глеб Бабинцев каласа пачӗ. «Форумăн кун йӗркинчи ыйтусенчен пӗри – çӗршыври регионсем валли дронсен рынокне ӳстерме мерӑсем йышăнасси. Чи малтанах вӗсем хӑрушсӑрлӑхпа çыхăннисем. Паянхи куна сахалтан та 15 субъектра беспилотниксене вӗçме чарнă. Пирӗн задача – хӑрушлӑх тата теветкеллӗх факторӗсене тӗпчесе пӗлесси, дронсене вӗçме чарни гражданла вӗçеве пырса ан тивтӗр тесен мӗнле мерӑсем йышăнмаллине сӳтсе явасси», – пӗлтерчӗ форум пухăннин сăлтавне Глеб Бабинцев.

Унсӑр пуçне дронсемпе усӑ курассипе çыхӑннӑ право йӗркисене тата гражданла БПЛА ӗçне специалистсене вӗрентессине мӗнле йӗркелемеллине сӳтсе явасси паллă. «Эпир система заказчикӗсемпе ӗçлес ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр. Ял хуçалӑхӗ, нефть промышленноçӗ тата ытти нумай çӗрте безпилотниксемпе усӑ кураççӗ. Тата нумай сферăра усă курма пулать БПЛАпа, анчах, Г.Бабинцев сăмахӗпе, законпа право енчен чару пулассăн туйăннипе чылай предприяти безпилотниксемпе ӗçлеме шикленет.

«Дрон экспо» курав тата форум KazanExpo курав комплексӗнче ытларикун уçăлать. Мероприятие кӗме dronexpo.ru сайтра регистраци иртсе тӳлевсӗр электронлă билет илмелле,  вырӑна «Казань-пасс» вокзалтан ятарлӑ шаттлсем çитерӗç. Бейджпа тӳлевсӗр çитме май пур.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум