Ыран, мартăн 5-мӗшӗнче, ирхине 10.00 сехетре суйлавçăсен «Мой голос» онлайн-форумӗ уçăлать. Унта Тутарстан çыннисем Раççей Президенчӗн пулас суйлавӗпе çыхăннă ыйтусем çине хурав илме пултараççӗ.
Суйлавçăсем экспертсемпе пӗрле суйлава хатӗрленессипе, сасăлавăн тасалăхӗпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явӗç. Ыйтусем пулсан вӗсене тӳрӗ эфир вăхăтӗнче çак ссылкăпа кӗрсе пама пулать.
Раççей Федерацийӗн Президенчӗн шутпа саккăрмӗш суйлавӗ мартăн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче иртет. Пурӗ çӗршыв ертӳçи пулма кандидата тăнисем тăваттăн: çӗршывăн хальхи лидерӗ Владимир Путин (самовыдвиженец), Леонид Слуцкий (ЛДПРтан), Николай Харитонов (КПРФран) тата Владислав Даванков («Новые люди» партирен).
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев