Çӗнӗ хыпарсем

Ыран Тутарстанра Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунне халалласа диктант çыраççӗ

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче çӗршывăмăрта «Раççей – халăхсен çурчӗ» Пӗтӗм Раççейри диктант çыраççӗ

 

Тӗрлӗ чӗлхепе калаçни пире пӗрлештерет

Ăна Раççей Федерацийӗнчи Халăхсен чӗлхисен кунне тата Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Диктанта Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентстви тӗрев панипе Раççей халăхсен çурчӗ тата «РУВИКИ» интернет-энциклопеди йӗркелесе ирттереççӗ.

«Диктант çырни вăл – хăвăн пӗлӗвне тӗрӗслени çеç мар, хамăрăн нумай енлӗ еткерлӗхе сума суни те. Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче эпир çирӗплетсех калатпăр: нумай-нумай тӗрлӗ чӗлхепе калаçни пире пӗр-пӗринчен уйăрмасть, пачах та тепӗр майлă – пӗрлештерет. Тăван чӗлхе вăл – пирӗн халăхăн чунӗ, унăн хăйнеевӗрлӗ культура кочӗ.

Раççей Федерацийӗнчи Халăхсен чӗлхисен кунне халалласа тăван чӗлхепе диктант çырас акци Калининградран пуçласа Владивосток таран çынсене пӗрлештерет. Эпир ăрусен хушшинче хăйнеевӗрлӗ кӗпер хыватпăр, кашни халăхăн чӗрӗ астăвăмне сыхласа хăварса пӗрлӗх никӗсне çирӗплететпӗр», – тенӗ Раççей халăхӗсен çурчӗн ертӳçи Анна Полежаева.

Диктант на языках народов России в Доме Дружбы в Казани

Расул Гамзатовăн хайлавӗсем тăрăх

Диктант текстӗнче кăçал паллă авар поэчӗн Расул Гамзатовăн произведенийӗсен сыпăкӗсем. Çӗнӗ уява шăпах вăл çуралнă кун уявлама йышăннă. Диктант çырма хуть кам та хутшăнма пултарать. Вăл икӗ тӗрлӗ форматпа иртет: куçăн майпа – сентябрӗн 8-мӗшӗнче регионсенче йӗркелекен площадкăсенче; онлайн – диктант çырнă кун «Раççей – халăхсен çурчӗ» Пӗтӗм Раççейри диктантăн сайтӗнче. Онлайн-платформăра диктанта 21 чӗлхепе, çав шутра чăвашла та, çырма пулать.

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан кашни вӗрентӳ учрежденийӗнчех диктант çырӗç, ку темăпа куравсем йӗркелӗç, тӗрлӗ чӗлхесемпе юмахсем вулӗç, класс сехечӗсем ирттерӗç. Республикăра вара ыран диктант çырмалли ятарлă площадкăсем ӗçлӗç. Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче йӗркелекен диктант, тӗслӗхрен, 11.00 сехетре пуçланать.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 


Диктант на языках народов России

Нет комментариев