Ҫырчаллинче пысӑк онкологи больницине уҫма хатӗрленеҫҫӗ
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн Ҫырчаллинчи филиалне ҫитес ҫул январьте уҫма хатӗрленеҫҫӗ
Ҫырчаллинче 2021 ҫулхи январьте ҫӗнӗ онкоцентр уҫӑлать.
Медицина учрежденийӗн тӗп врачӗпе Алмаз Хазиевпа пӗрле автохула мэрӗ Наиль Магдеев объекта курса ҫаврӑннӑ.
Диспансер икӗ блокран тӑрать, радиологи тата амбулатори. Объектӑн хакӗ 2,3 млрд тенкӗпе танлашать. Онкологи центрӗ республикӑри 9 района пӑхса тӑрӗ. Ҫулталӑкра вӑл 100 пин пациент йышӑнаякан пулать.
Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те медицина оборудованине вырнаҫтараҫҫӗ. Сак ӗҫсене декабрьте вӗҫлеме палӑртнӑ. Январьте диспансер чирлӗ ҫынсене йышӑнма пуҫламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев