Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăр лару-тăрăва лекрӗмӗр тесе ларнипе ӗç малалла каймасть

«Никам та нацроектсене пӑрахӑҫламан, вӗсене пурнӑҫлассишӗн эпир яваплӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ мӗн тума палӑртнине пурне те тумалла", – тенӗ Рустам Минниханов.

Экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Тутарстанăн наци проекчӗсене вӑхӑтра пурнӑҫламалла. Кун пирки Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Правительствин Ҫуртӗнчи ларура асаилтернӗ.

"Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ наци проекчӗсенче пирӗн пур обязательствӑна та пурнӑҫламалла. Анчах та хӑш-пӗр параметрсене экономика лару-тăрăвӗ начарланичченех палăртнă пулнă. Ҫавӑнпа та эпир мӗнле йывӑр лару-тӑрура пулнине сӳтсе явмалла мар, федераци шайӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле ҫав килӗшӳсене улшăнусем кӗртмелле. Ҫак ӗҫе системлăн илсе пымалла. Никам та нацроектсене пӑрахӑҫламан, вӗсене пурнӑҫлассишӗн эпир яваплӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ мӗн тума палӑртнине пурне те тумалла", тенӗ Рустам Минниханов.

Республика ертӳҫин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлура влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерессине сӳтсе явнă. Унсăр пуçне федераллă тата республика шайӗнчи йышӑнусене хăвăрт пурнӑҫлассин пӗлтерӗшне те. Паянхи лару-тӑрура пӗтӗм вӑй-халпа ресурссене мобилизацилеме кирли ҫинчен палӑртнӑ ТР Президенчӗ. "Экономикӑна хута ярса ӗçе эффективлăн йӗркелени çеç лару-тӑрӑва лайăхлатма май парать", – палӑртнă Рустам Минниханов.

Наци проекчӗсем 2019 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн "майри указӗсене" тӗпе хурса пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратегилле аталанӑвӗн 12 енне пырса тивеççӗ, çав шутра "Сывлӑх сыхлавӗ", "Вӗренӳ", "Экологи", "Демографи", "Наука", "Культура", "Пурӑнмалли Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗсем».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев