News by date 8 April 2026
-
Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене Тутарстанран черетлӗ гуманитари тиевне илсе çитернӗ
Ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах депутатсен корпусӗ гуманитари пулăшăвне пуçтарас ӗçе пуçарса ячӗ. Салтаксемпе пӗр рете тăма кăмăл туса хăйсен ирӗкӗпе СВОна каякансем те пулчӗç вӗсен хушшинче. Салтаксене мӗн кирлине вӗсем ыйтса пӗлсе тăраççӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче акă черетлӗ хутчен тиев Донбаса çитрӗ.
-
Хусанта кивӗ машина ураписене (покрышкисене) йышăнаççӗ
Хусанта кивӗ автомобиль покрышкисене «ПЖКХ» УК йышăну пункчӗсене апрелӗн 20-мӗшӗччен кӳмелле. Çак тӗлӗшпе хулан кашни районӗнчех хӗрлӗрех сарă контейнерсем вырнаçтарнă.
-
Онкологипе кӗрешме кăçал 288 миллион тенкӗ уйăрӗç
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗ çитес икӗ çулта онкологи чирӗсене сиплемелли программа валли уйăрнă укçа-тенкӗн калăпăшне çирӗплетнӗ. 2026 çулта çак тӗллевпе икӗ бюджетран 288,2 миллион тенкӗ ярӗç.
-
2026 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр
Тӗп парнене – музыка колонкине – хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Мария Тарасова выляса илчӗ. Саламлатпăр!
-
Пахчара вӗрене ӳссен штраф параççӗ
Раççейре тухнă çӗнӗ закон çӗр хуçисене хăйсен çӗр лаптăкӗнче хăрушă ӳсен-тăран, çав шутра вӗрене (Америка вĕрени) сарăлассипе кӗрешме хистет.
-
Апрелӗн 16-мӗшӗччен ҫырӑнсан йӳнӗрех!
Хаклă вулаканăмăрсем! Апрелӗн 1-мӗшӗнчен 2026 çулăн 2-мӗш çур çулне пичет кăларăмӗсене çырăнас кампани пуçланчӗ.
-
Кăштах кулăш
– Виççӗмӗш кун ӗçлес килмест. Мӗне пӗлтерет-ши ку? – Эппин паян – юнкун.
-
«Сувар» хаçат тӗп редактор çумӗн Вера Александрован паян çуралнă кун!
Паян, апрелӗн 8-мӗшӗнче хăй çуралнă кунне «Сувар» хаçатăн тӗп редактор çумӗ Вера Валерьевна Александрова паллă тăвать.
-
Малашне Раççей шкулӗсенче ачасем хăйсене тыткалама пӗлнине хаклама пуçлаççӗ
2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей шкулӗсенче вӗренекенсен дневникӗсенче çӗнӗрен «Поведение» графа пулать. Эксперимент кăçалхи вӗренӳ çулӗнчех кашни регионти вунă шкулта пуçланать. Кун пирки Раççей Çутӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет.