Малашне Раççей шкулӗсенче ачасем хăйсене тыткалама пӗлнине хаклама пуçлаççӗ
2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей шкулӗсенче вӗренекенсен дневникӗсенче çӗнӗрен «Поведение» графа пулать. Эксперимент кăçалхи вӗренӳ çулӗнчех кашни регионти вунă шкулта пуçланать. Кун пирки Раççей Çутӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Ачасем хăйсене шкулсенче тыткалама пӗлнине хаклассине юлашки икӗ çул хушшинче сӳтсе явнă. Ведомствăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, 2027 çул тӗлне нормативлă база туса хатӗрлӗç, педагогсем кирлӗ вӗрентӳ иртӗç.
РФ çутӗç министрӗн çумӗ Ольга Колударова тестировани çичӗ регионта вӗçленнине пӗлтернӗ. Вăл 89 шкулта иртнӗ, 1-8-мӗш классенче вӗренекен 40 пин ытла шкул ачи тата икӗ пин ытла педагог хутшăннă унта.
Вăл каланă тăрăх, çӗнӗ система виçӗ баллă пулать:
- «Образцовое поведение» – чи пысăк хак. Ăна дисциплинăна пăсман, тантăшӗсемшӗн тӗслӗх пулса тăракан, класпа шкул пурнăçне хастар хутшăнакан вӗренекенсем илӗç.
- «Допустимое поведение» – тӗп шай. Вӗренекен шкул уставне пăхăнать, уроксене ирттерме чармасть, анчах шкул пурнăçне хутшăнсах каймасть.
- «Недопустимое поведение» – пăшăрханмалли сигнал. Ку категорие тăтăшах кая юлса пыракансем, уроксене ирттерме чăрмантаракансем, вӗрентекенсемпе тавлашакансем, пӗрле вӗренекенсене кӳрентерекенсем, çапăçакансем тата шкул пурлăхне пăсакансем лекӗç.
Палăртмалла: çӗнӗ системăна кӗртни предметсен хаклавӗсем çине витӗм кӳмӗ. Анчах та вăл хавхалантарасси çинчен йышăнусем тунă чухне (сăмахран, лагере каймалли путевка) е, пачах урăхла, педсовета чӗннӗ чухне пӗлтерӗшлӗ аргумент пулма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев