Онкологипе кӗрешме кăçал 288 миллион тенкӗ уйăрӗç
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗ çитес икӗ çулта онкологи чирӗсене сиплемелли программа валли уйăрнă укçа-тенкӗн калăпăшне çирӗплетнӗ. 2026 çулта çак тӗллевпе икӗ бюджетран 288,2 миллион тенкӗ ярӗç.
ТР Министрсен Кабинетӗнче пӗлтернӗ тăрăх, суммăн тӗп пайӗ – 210,4 миллион тенки – федераци бюджетӗнчен, 77,8 миллион тенкине республика хăй хушать. 2027 çулта яма палăртнă укçа-тенкӗн калăпăшӗ 109,5 миллиона чакать – программа валли 178,7 миллион тенкӗ уйăрӗç, вӗсенчен 119,8 миллионӗ федераци бюджетӗнчен, юлнă 59 миллионӗ – республикăран.
Тӗллевлӗ программăна 2030 çулччен ӗçлемелле. Укçана сипленме кăна мар, отрасле çӗнетме те ярасшăн. Приоритетра – диагностикăпа терапи шайне ӳстересси, пирвайхи тата ятарлă пулăшăва лайăхлатасси, оборудование çӗнетесси тата онкологи службин цифра инфраструктурине аталантарасси.
ТР правительствинче комплекслă меслет лайăх кăтартусем патне илсе çитерессе шанаççӗ. Программа вӗçленнӗ тӗле рак чирне иртерех тупса палăртнă тӗслӗхсен пайне 58,7 процента çитерме палăртнă. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен рака вăхăтра тупсан сиплеме çăмăлрах. Диагноз лартнă е сипленме пуçланă хыççăн пилӗк çултан пациентсенчен 71,8 проценчӗ сываласса шанаççӗ вӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев