Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

– Виççӗмӗш кун ӗçлес килмест. Мӗне пӗлтерет-ши ку? – Эппин паян – юнкун.

*  *  *

Вӗçкӗн Ваççа каллех ӗçе выр­наçма килнӗ. 

– Хăвăрăн вăйлă енӗрсем пирки калăр-ха, – теççӗ ăна. 

– Çине тăраслăх.

– Тавах, эпир сирӗнпе çыхăнăпăр. 

– Эп кунтах кӗтетӗп. 

*  *  *

– Эс ытла та çӳхелсе кайнă, – тет хӗр-тусӗ Чипер Маринене.

– Ара, ӗç укçи тӳлемеççӗ, çӗрлеччен ӗçлетӗп, пуçлăх пӗрмай нервăсене тустарать...

– Улăштар вара ӗçне.

– Çук-çук, ман тата 3 килограмм çӳхелмелле-ха!

*  *  *

– Итле-ха, сирӗн ӗçӗрте «Одноклассникине» блокировка тунă-и?

– Пӗлместӗп.

– О-о, кун пек хуравшăн сана должноçпа ӳстермелле тата ӗç укçи хушса тӳлемелле.

 


анекдоты

Нет комментариев