Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2026 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр

Тӗп парнене – музыка колонкине – хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Мария Тарасова выляса илчӗ. Саламлатпăр!

«Сувар» хаçата 2026 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем апрелӗн 8-мӗшӗнче хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна халӗ те пăхма пулать). Хальхинче парнесене яланхи пек чи пӗчӗккисенчен мар, тӗп тата пысăкраххисенчен вылянтарма пуçлас терӗмӗр. Эппин паллаштаратпăр «Сувар» парнисен хуçисемпе.

Мария Тарасова (Аксу районӗ, Саврăшпуç) – тӗп парне – музыка колонки;

Венера Фролова (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – мультиварка;

Ирина Тимофеева (Аксу районӗ, Çӗньял) – мультипекарь;

Зоя Ендерюкова (Аксу районӗ, Чăваш Енрусьел) – утюг;

Анна Яковлева (Аксу районӗ, Емелькино) – «Народы Поволжья в Республике Татарстан: традиционные праздники и национальная кухня» кӗнеке;

Зоя Кузнецова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел), Ирина Тимрякова (Пăва районӗ, Рункă), Матрена Иванова (Аксу районӗ, Саврăшпуç), Людмила Кузьмина (Пăва районӗ, Чăваш Пимӗрсел), Татьяна Борисова (Çарăмсан районӗ, Акрель) – Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки;

Владимир Левуков (Самара облаçӗ, Тольятти), Людмила Ляукина (Пăва районӗ, Мăкăр) – Ирина Трифонован «Письмо Олеси. Олеся панă çыру» кӗнеки;

Роза Андреева (Аксу районӗ, Васильевка) – Маргарита Литтан «Возвращайся с победой, родной!» кӗнеки.

Редакцирен парне выляса илнисене пурне те саламлатпăр! Акцие хутшăннă кашни вулакана чӗререн тав тăватпăр, малашне те эсир «Сувар» тусӗ пуласса, хаçата çырăнса илессе шансах тăратпăр. Парнесене редакцие килсе илмелле.

Редакци.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка 2026