Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Сувар» хаçат тӗп редактор çумӗн Вера Александрован паян çуралнă кун!

Паян, апрелӗн 8-мӗшӗнче хăй çуралнă кунне «Сувар» хаçатăн тӗп редактор çумӗ Вера Валерьевна Александрова паллă тăвать.

Хаçат редакцийенче вăл Шупашкарти Чăваш патшалăх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн 1999 çулта ӗçлеме пуçланă.

Пултаруллă журналист, чӗлхене лайăх туяканскер, хаçат ӗçне пӗлекенскер кӗске хушăрах корреспондентран яваплă секретарь, унтан тӗп редактор çумӗ пулса тăрать.

Вера Валерьевна пултаруллă поэт та. Сăвăсем ачаран çырма пуçланă, "Хатӗр пул" журналта, "Тантăш" тата ытти хаçатсенче пичетленнӗ. Мархва Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ. Ун сăввисемпе Алексей Наумов композитор тата "Хусан чăвашӗсем" рок-ушкăн ертӳçи юрăсем те çырнă.

Эпир хамăрăн пултаруллă ӗçтешӗмӗре чун-чӗререн ырлăх-сывлăх, ӗçре çитӗнӳсем, творчествăра хавхалану, çемьере килӗшӳпе юрату, тулли телей сунатпăр!

Сан çумра ялан чи çывăх та юратнă çынсем, шанчăклă тусусем пулччăр. Мăшăрупа пӗрле нумай-нумай çулсем шăкăл-шăкăл пурăнмалла пултăр. Хӗрӳпе ывăлу çитӗнӗвӗсемпе савăнтарсах тăччăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Вера Александрова