Хусанта кивӗ машина ураписене (покрышкисене) йышăнаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта кивӗ машина ураписене (покрышкисене) йышăнаççӗ

Хусанта кивӗ автомобиль покрышкисене «ПЖКХ» УК йышăну пункчӗсене апрелӗн 20-мӗшӗччен кӳмелле. Çак тӗлӗшпе хулан кашни районӗнчех хӗрлӗрех сарă контейнерсем вырнаçтарнă.

«Экологи ăнăçлăхӗ» наци прекчӗпе килӗшӳллӗн иртет çак ӗç. Кивӗ автомобиль покрышкисене çак адрессемпе йышăнаççӗ:

 – Тэцевская урамӗ, 211в çурт (шиномонтаж);

 – Академика Лаврентьев урамӗ, 8-мӗш çурт;

– Тази Гиззат урамӗ, 23-мӗш çурт;

– Авангардная урамӗ , 88а çурт;

– Техническая урамӗ, 118-мӗш çурт;

– Клаа Цеткин урамӗ, 8б-мӗш çурт (шиномонтаж);

– Васильченко урамӗ, 6-мӗш çурт ( йышăну пункчӗ);

– Сибирский тракт, 61-мӗш çурт (шиномонтаж);

– Родина урамӗ, 45-мӗш çурт (йышăну пункчӗ 07:00 сехетрен 19:00 схетчен ӗçлет).

Маларах хусансем 850 ытла кубла метр автомобиль покрышкисем пуçтарнă пулнă.Çӗнӗрен ирӗлтернӗ резинăна Казанка çыранӗнчи чупу çулне (беговая дорожка) сарма усă курнă, тесе пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби.

(О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).

 

 


Нет комментариев