Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене Тутарстанран черетлӗ гуманитари тиевне илсе çитернӗ

Ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах депутатсен корпусӗ гуманитари пулăшăвне пуçтарас ӗçе пуçарса ячӗ. Салтаксемпе пӗр рете тăма кăмăл туса хăйсен ирӗкӗпе СВОна каякансем те пулчӗç вӗсен хушшинче. Салтаксене мӗн кирлине вӗсем ыйтса пӗлсе тăраççӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче акă черетлӗ хутчен тиев Донбаса çитрӗ.

Ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах депутатсен корпусӗ гуманитари пулăшăвне пуçтарас ӗçе пуçарса ячӗ. Салтаксемпе пӗр рете тăма кăмăл туса хăйсен ирӗкӗпе СВОна каякансем те пулчӗç вӗсен хушшинче. Салтаксене мӗн кирлине вӗсем ыйтса пӗлсе тăраççӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче акă черетлӗ хутчен тиев Донбаса çитрӗ. Гуманитари миссийӗпе Донбаса ТР Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестици тата предприниматель ӗçӗпе комитет   председателӗ Рягат Хусаинов, Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ӗçӗсен управляющийӗ Булат Хасанов, Лениногорск районӗн администраци  представителӗсем пулчӗç.

Гуманитари тиевне Запорожьепе Херсон облаçӗсенче, Луганскпа Донецк халӑх республикисенче тăракан ятарлă çар операцине хутшăннисем патне илсе çитернӗ.

Çар çыннисем ыйтнипе çапӑç пыракан районсене кирлӗ япаласемпе хатӗрсем кӳнӗ: техника валли запас пайсем, сӳслӗ оптика сечӗсем валли кирлӗ оборудовани, газ баллонӗсем, электроинструментсем, маскировка сечӗсем, апат-çимӗç, хуçалӑхра кирлӗ хатӗрсемӗ Унсăр пуçне депутатсем салтаксем валли вӗсен çемйисемпе çывӑх çыннисенчен ят посылкисем те илсе кайнă. Гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗçе бизнес çыннисем, общество организацийӗсем, Лениногорск хулин çыннисем хастар хутшӑнчӗç. Ку ӗçе «Химпродукт-НК» тулли мар яваплăхлă обществопа (Анат Кама хули) тата «Уфанет» АО (Уфа хули) пысӑк тӳпе кӗртнӗ. 

Сăнӳкерчӗк https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Государственный Совет РТ