Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пахчара вӗрене ӳссен штраф параççӗ

Раççейре тухнă çӗнӗ закон çӗр хуçисене хăйсен çӗр лаптăкӗнче хăрушă ӳсен-тăран, çав шутра вӗрене (Америка вĕрени) сарăлассипе кӗрешме хистет.

2025 çулхи июлӗн 31-мӗшӗнче тухнă 294№ Федераллă закон кăçал мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, çӗр хуçисен, арендăна илекенсен хăйсен çӗр лаптăкне тӗрӗслесе тухмалла та хăрушă йывăç-курăк ӳсет пулсан пӗтермелле. Хăвăрт сарăлакан Америка вӗренипе те тинех кӗрешме пуçлатпăр иккен, пахчара ӳсет пулсан вӗсене касни кăна çителӗксӗр халӗ, тымарне те хăвармалла мар.

Закона пăхăнмасан предприяти-организацисене 400 – 700-шер пин, должноçрисене 50-100-шер пин, граждансене 20-50-шар пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Сумми региона кура тӗрлӗрен пулма пултарать. Енчен те темиçе хут асăрхаттарсан та çӗр хуçисем итлемеççӗ е штраф тӳлемеççӗ пулсан суд тăрăх çӗр лаптăкне туртса илме те пултараççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество