News by date 14 October 2025
-
Ял ипотеки, кама параççӗ?
Çурт-йӗр туянма, лартма, çӗр илме 25 çула 3 процентпа 6 миллион тенкӗ парăнакан ипотекăпа ялта ӗçлесе пурăнакан çӗр ӗçченӗсем, выльăх ӗрчетекенсем, сывлăх сыхлавӗнче, вӗрентӳре, физкультурăпа спортра тăрăшакансем, вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗнче ӗçлекенсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен мăшăрӗсем усă курма пултараççӗ.
-
Чи пысăк панулми сачӗсем Çӗпрел, Пăва, Пӗтреç, Çӳлту районӗсенче
Хальхи вăхăтра республикăра 5 хранилище, вӗсенчен иккӗшне юлашки 5 çулта туса лартнă. Çӗпрел районӗнчи – 1000 тонна, Пăвари 400 тонна панулмие упрама май параççӗ.
-
Чи нумай кӗрхи тулă, чи сахал кӗрхи вика акаççӗ
Кӗрхи тырăсене пӗтӗмпе 491,3 пин гектар лаптăка лартса хăварассине те каларӗ спикер. Паллах, чи нумаййи – кӗрхи тулă пулӗ. Ăна 411,6 пин гектара акма палăртнă. Чи сахалли вара кӗрхи вика, пурӗ те 0,4 пин гектара йышăнӗ.
-
Хир ӗçӗсем вӗçленмен-ха
Республика кăçал 357 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцине туса илнӗ, пӗлтӗрхинчен 2 процент ытларах ку
-
«Тутарстан Чăваш пики – 2025»: 12-мӗш хут, икӗ çулта пӗрре, иртекен конкурса хальхинче 10 пике хутшăнчӗ
Шăматкун, октябрӗн 11-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсăн финалӗ иртрӗ. Ку мероприяти Хусанта октябрӗн 5-мӗшӗнче пуçланнă Чăваш культура кунӗсене вӗçлерӗ. Республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан чăвашсене пӗрле пухрӗ вăл. Тӗлӗнмелле чаплă уяв пулчӗ. Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне пырса кӗнӗ кашни çын çав кун чăн-чăн чăваш тӗнчине лекрӗ – конкурса хутшăнакан пикесене пулăшма, тӗрев пама тăван хулисемпе районӗсенчен тăванӗсем, фольклор коллективӗсем, Чăваш наципе культура центрӗсен хастарӗсем килсе çитнӗ. Пурте чăваш тумӗпе, тухья-хушпу чăнкăртатни, купăс сасси, илемлӗ такмак-юрă янрани таçтан илтӗнсе тăчӗ. Конкурсанткăсене вара пăхса ытармалла марччӗ – пӗринчен пӗри чипер, маттур, пултаруллă.
-
Халăх Пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне
Ноябрӗн 5 – 7-мӗшӗсенче регионсен хушшинчив «Мы Россияне» çамрăк патриотсен куçӗпе» форум иртет
-
Инкеке лекнӗ акăша çăлса хăварнă
Тутарстанри Чувашли ял çыннисем «Чулпан им. А. П. Пухачева» патшалăхăн çутçанталăк заказникӗн территорийӗнчи искусственнăй майпа тунă шыв-шур çинче пӗччен акăша асăрханă. Вӗçӗн кайăк сывлăша хăй тӗллӗн вӗçсе хăпарайман. Ăна çăлса хăварас тӗллевпе ял çыннисем ТР Биоресурссен патшалăх комитетне шăнкăравланă.
-
«Юратнă аттепе» фотоконкурс пуçлани çинчен пӗлтеретпӗр!
Октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллă тăватпăр. Çулсерен çак уява халалланă мероприятисен шучӗ ӳссе пырать. Эпир те аякра юласшăн мар, «Юратнă аттепе» фотоконкурс пуçлатпăр. Унта хутшăнас тесен аçăрпа пӗрле тунă сăнӳкерчӗке октябрӗн 18-мӗшӗччен 89179076881 номерпе мессенджерсем урлă пире ярса памалла.