Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хир ӗçӗсем вӗçленмен-ха

Республика кăçал 357 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцине туса илнӗ, пӗлтӗрхинчен 2 процент ытларах ку

Тутарстан 1,236 миллион гектарти тыр-пула пухса илнӗ, пӳлмене пӗтӗмпе 4,686 миллион тонна тырă,пӗр гектарти вăтам тухăç 37,9 центнер, кӗнӗ. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра пӗлтерчӗ.

Чи пысăк тухăç кăçал Теччӗ, Кукмор, Атня, Балтаси тата Аксу районӗсенче çитӗннине пӗлтерчӗ спикер. Кунта пӗр гектартан вăтамран 52,8 – 47,8-шар центнер илнӗ иккен. Хальхи вăхăтра хир ӗçӗсем вӗçленмен-ха, çӗрулми, пахча-çимӗç, сахăр чӗкӗнтӗрӗпе çуллă культурăсене пухса кӗртес ӗç пырать.

Хăй сăмахне министр Тутарстан пӗрчӗллӗ культурăсен лаптăкне çулсерен чакарса, çуллă культурăсенне вара ӳстерсе пынинчен пуçларӗ. Чăн малтан çуллă культурăсем ӳстересси тупăшлăраххипе çыхăннă иккен ку. Танлаштарма, 3-мӗш класлă туллăн пӗр тонни рынокра 14 300 тенкӗ тăрать пулсан, рапсăн – 39 пин, хӗвелçаврăнăшăн 37 800 тенкӗ таранах. Апла пулин те республика тыр-пула хăй халăхне çитмелӗх кăна мар, сутмалăх та туса илет-ха. Министр хуратул, вир, кукуруза тата ытти пӗрчӗллӗ культурăсене Çывăхри Хӗвелтухăç, Кавказ тата Ази çӗршывӗсене паянхи кун тӗлне 15214,05 тонна (3647,8 пин долларлăх) сутнине пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗпе, ку енӗпе ӗç малалла пырӗ, Инди те пирӗн тырра туянас шутлă-мӗн.

Чăн та, август уйăхӗнче тăнă çумăрсем тырă пахалăхне кăшт чакарнă, çавăнпа 3-мӗш класлине маларах палăртнă чухлех илеймен кăçал. Тутарстанăн кӗлечӗсене пӗтӗмпе 2,5 миллион, полимер çанăсене 400 пин тонна тырă упрама хунă. Иккӗмӗш мел республикăшăн çӗнӗлӗх-ха, пурӗ те 4-5 çул кăна усă кураççӗ унпа çӗр ӗçченӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство