Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх Пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне

Ноябрӗн 5 – 7-мӗшӗсенче регионсен хушшинчив «Мы Россияне» çамрăк патриотсен куçӗпе» форум иртет

 

 Паян «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире унăн йӗркелӳçисем «Тутарстан халăхӗсен çамрăксен ассамблейи» Регионти çамрăксен обществăлла оранизацин председателӗ, «Мы – Россияне» проект ертӳçи Дамар Диляра Фикретовна тата ТР çамрăксен ӗçӗсен  министрӗн çумӗ Айгуль Азатовна Сабирова форум çинчен каласа пачӗç, журналистсен ыйтăвӗсем çине хуравларӗç.

Ноябрӗн 5 – 7-мӗшӗсенче Хусанта иртекен çамрăксен форумне Раççейӗн 10 регионӗнчен 250 çамрăк килет. Пӗрремӗш хут иртекен мероприятие Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнине, Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалланă. Ăна Халăх пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне йӗркелеме йышăннă. Форума Пӗтӗм Раççейри çамрăксен конкурсӗ «Росмолодежь. Гранты» тата ТР Çамрăксен ӗçӗсемпе министерство пулăшнипе Тутарстанри тата Раççейри халăхӗсен çамрăксен ассамблейисем йӗркелеççӗ. Проектăн авалтан пыракан «Тăван çӗршыв», «патриотизм» ăнлавсене хальхи вăхăтри медиаискусство сăнарӗсемпе çамрăксем патне çитермелле тесе шутлаççӗ спикерсем. Çавăн пекех форум яш-кӗрӗме хăйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ чух хастартарах пулма хавхалантарӗ. Чи лайăх проектсемпе ылмашăнма май пулать. «Мы Россияне» çамрăк патриотсен куçӗпе» проект шайӗнче вӗсем хăйсен опычӗпе паллаштарӗç.

Форума хутшăнакансем çак юхăмсемпе ӗçлӗç:

– патриотсем медиаисксство урлă хăйсен пултарулăхне кăтартни;

– негативлă йăласене пӗтерессипе ӗçлекен çамрăксен лабораторийӗ;

– нумайнацилӗх Раççей обществин никӗсӗ тата Раççей халăхӗсен культура кочӗсемпе хатӗрленӗ продукци;

Форума халăхсен хушшинчи проектсене ирттернӗ, актуаллă контент хатӗрленӗ,  ӗçе форум юхăмне кура пурнăçланă 16 – 35 çулсенчи çамрăксен хутшăнма ирӗк пур.  Октябрӗн 20-мӗшӗччен clck.ru/3NsoE2 ссылкăпа кӗрсе регистраци иртмелле.

«Мы – Россияне» проект  шайӗнче хальхи вăхăтри медиаискусство конкурсӗ «Çамрăк патриотсен куçӗ»  иртет. Унта хутшăнакан çамрăкăн патриоизм, нацисен туслăхӗ, Тăван çӗршыва юратни çинчен ӳкернӗ медиаӗçне кăтартмалла. Медиаӗçсен формисем тӗрлӗ – анимаци, цифрăллă искусство, мультимедиа, аудио тата ытти формăпа хатӗрленӗ контент.

Медиаискусствăн чи лайăх проекчӗсене усă курма сӗнсе Раççей регионӗсенче кăтартӗç, методичка, çул картти хатӗрлӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство