Чи нумай кӗрхи тулă, чи сахал кӗрхи вика акаççӗ
Кӗрхи тырăсене пӗтӗмпе 491,3 пин гектар лаптăка лартса хăварассине те каларӗ спикер. Паллах, чи нумаййи – кӗрхи тулă пулӗ. Ăна 411,6 пин гектара акма палăртнă. Чи сахалли вара кӗрхи вика, пурӗ те 0,4 пин гектара йышăнӗ.
Хальхи вăхăтра та хирсенче тракторсем кӗрлеççӗ. Çанталăк пăсăличчен техника культурисене (сахăр чӗкӗнтӗрне, рапса, хӗвел çаврăнăшне, сойăпа йӗтӗне) пухса кӗртмелле. Палăртса хăвармалла, вӗсен тухăçӗ те япăх мар. Сахăр чӗкӗнтӗрӗн, тӗслӗхрен, пӗр гектартан вăтамран 489 центнер. Сăмах май, паянхи кун тӗлне пылак тимарçимӗçӗн пӗтӗмӗшле лаптăкӗн 73 процентне (пурӗ 1922,052 тонна) кăларнă. 540 тоннине Пăвапа Заинск сахăр завочӗсем тирпее кӗртсе 74 601 тонна сахăр хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
5,5 пин гектара лартнă çӗрулмие те йăлтах кăларса пӗтермен-ха. Тепӗр 7 процентне кăлармалли юлнă. 2,0 пин гектарти ытти пахча çимӗçӗн те 65 процентне кăна пухса илнӗ.
Çак ӗçсемпе пӗрлех кӗрхи суха пынине те асăнчӗ ТР ял хуçалăхӗпе апат çимӗç министрӗ Марат Зяббаров паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра. Пурӗ 1,6 миллион лаптăка сухаласа хăвармалла иккен кăçал. Куллен хире тухакан 1000 агрегат палăртнă çак ӗçӗн 84 процентне пурнăçланă та ӗнтӗ. Кӗрхи тырăсене пӗтӗмпе 491,3 пин гектар лаптăка лартса хăварассине те каларӗ спикер. Паллах, чи нумаййи – кӗрхи тулă пулӗ. Ăна 411,6 пин гектара акма палăртнă. Чи сахалли вара кӗрхи вика, пурӗ те 0,4 пин гектара йышăнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев