«Юратнă аттепе» фотоконкурс пуçлани çинчен пӗлтеретпӗр!
Октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллă тăватпăр. Çулсерен çак уява халалланă мероприятисен шучӗ ӳссе пырать. Эпир те аякра юласшăн мар, «Юратнă аттепе» фотоконкурс пуçлатпăр. Унта хутшăнас тесен аçăрпа пӗрле тунă сăнӳкерчӗке октябрӗн 18-мӗшӗччен 89179076881 номерпе мессенджерсем урлă пире ярса памалла.
Çывăх çын çинчен пӗр-икӗ предложени çырса пӗлтермелле: Мӗн ятлă? Ăçта пурăнать? Уяв ячӗпе саламласа ăшă сăмахсем çырма та ан манăр юратнă çыннăрсене.
Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларса пырăпăр. Çӗнтерӳçе октябрӗн 19-мӗшӗнче хаçатăн ВКонтактери ушкăнӗнче палăртăпăр. Чи нумай сасă пухнă (лайк лартнă) сăнӳкерчӗкшӗн парне пулать.
Апла пулсан, хаклă вулаканăмăрсем, фотоконкурса хутшăнма васкăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев