Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ял ипотеки, кама параççӗ?

Çурт-йӗр туянма, лартма, çӗр илме 25 çула 3 процентпа 6 миллион тенкӗ парăнакан ипотекăпа ялта ӗçлесе пурăнакан çӗр ӗçченӗсем, выльăх ӗрчетекенсем, сывлăх сыхлавӗнче, вӗрентӳре, физкультурăпа спортра тăрăшакансем, вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗнче ӗçлекенсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен мăшăрӗсем усă курма пултараççӗ.

Ял хуçалăх отраслӗ çинчен сăмах хускатсан нумай чухне ӗç тавра кăна çаврăнать. Çӗр ӗçченӗ çинчен аса илсех каймаççӗ. Тӗрӗссипе, çӗр ӗçченне те пурăнма условисем туса памалла. Çак тӗлӗшпе ял ипотекин программине йышăннă та. Программăн çӗнӗлӗхӗсемпе ТР Министрсен Кабинетӗнче паян иртнӗ брифингра тепӗр спикер «Россельхозбанк» АОн Тутарстанри филиалӗн директорӗн çумӗ Валерия Юрьевна Кузнецова паллаштарчӗ.

Çурт-йӗр туянма, лартма, çӗр илме 25 çула 3 процентпа 6 миллион тенкӗ парăнакан ипотекăпа ялта ӗçлесе пурăнакан çӗр ӗçченӗсем, выльăх ӗрчетекенсем, сывлăх сыхлавӗнче, вӗрентӳре, физкультурăпа спортра тăрăшакансем, вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗнче ӗçлекенсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен мăшăрӗсем усă курма пултараççӗ. Тӗп услови кунта, çурт-йӗр яллă вырăнсенче пулмалла. Ипотека илекен çын квартала пӗрре хăй ялта ӗçлесе пурăннине, прописка ялта пулнине ӗнентерсе хутсем тăратмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельская ипотека