Инкеке лекнӗ акăша çăлса хăварнă
Тутарстанри Чувашли ял çыннисем «Чулпан им. А. П. Пухачева» патшалăхăн çутçанталăк заказникӗн территорийӗнчи искусственнăй майпа тунă шыв-шур çинче пӗччен акăша асăрханă. Вӗçӗн кайăк сывлăша хăй тӗллӗн вӗçсе хăпарайман. Ăна çăлса хăварас тӗллевпе ял çыннисем ТР Биоресурссен патшалăх комитетне шăнкăравланă.
Ведомство ӗçченӗсем вырăна çитсе акăша шывран кăларнă. Ăна тӗрӗсленӗ хыççăн акăшăн сулахай çуначӗ хытах суранланни палăрнă.
Халӗ Хӗрлӗ кӗнекери пациент шанчăклă алăра. Вăл Ешӗлвар районӗнчи ятарлă станцин сиплев корпусӗнче. Кунта ăна ветеринарсем сăнаса тăраççӗ, кирлӗ сиплев параççӗ.
Çак кун акăша çутçанталăка тавăраймарӗç пулсан та вăл халӗ шанчăклă алăра.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев