Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чи пысăк панулми сачӗсем Çӗпрел, Пăва, Пӗтреç, Çӳлту районӗсенче

Хальхи вăхăтра республикăра 5 хранилище, вӗсенчен иккӗшне юлашки 5 çулта туса лартнă. Çӗпрел районӗнчи – 1000 тонна, Пăвари 400 тонна панулмие упрама май параççӗ.

Хамăр республикăрах улма-çырла лартса ӳстерессине пысăк тимлӗх уйăрнине те палăртрӗ Марат Зяббаров паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра. Ку ӗçпе, тӗпрен илсен, фермер хуçалăхӗсем ӗçлеççӗ. Чи пысăк панулми сачӗсем Çӗпрел, Пăва, Пӗтреç, Çӳлту районӗсенче. Çырла ӳстерекен районсем те пур, вӗсем: Çӗпрел, Элмет, Кайпăç, Саба, Ешӗлвар. Улма-çырла туса илни кăна мар, ăна тата упрамалла та. Хальхи вăхăтра республикăра 5 хранилище, вӗсенчен иккӗшне юлашки 5 çулта туса лартнă. Çӗпрел районӗнчи – 1000 тонна, Пăвари 400 тонна панулмие упрама май параççӗ.

Паллă ӗнтӗ, техникăсăр çӗр ӗçне вăхăтра пурнăçлама çук. Çулталăк пуçланнăранпа 1701 единица (пурӗ 7,6 миллиард тенкӗлӗх) техника туянса машинăпа техника паркне çӗнетнӗ республика. Çак шутран 658-шне шăпах «Росагролизинг» АО урлă туяннă. Министр тепӗр пысăк пулăшăва та манса хăвармарӗ. «Татнефть» тата «ТАИФ» нефть компанийӗсем республикăн ял хуçалăхӗсене йӳнӗрех хакпа 140 пин тонна çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсемпе тивӗçтерме килӗшӳ тунă. Хальлӗхе ку енӗпе республикăн йывăрлăхӗсем пулман-ха. Анат Камăри «ТАИФ-НК», «Танэко» тата Элмет районӗнчи «Елховский НПЗ» нефть тирпейлекен заводсем ăнăçлах ӗçлеççӗ, ака, вырма вăхăтӗнче ӗç чарăнса тăман.

Хальхи вăхăтра республикăра ял хуçалăхӗпе çыхăннă темиçе объект строительстви пыни çинче те чарăнчӗ спикер. Вӗсенчен пӗри Пӗкӗлме районӗнчи 112 пин тонна тырă упракан элеватор (хуçи «Август-Лениногорск» тулли мар яваплăхлă общество). Тепри Лайăш районӗнчи Нармонка ялӗнчи 43 800 тонна пахча çимӗçе йышăнакан, упракан, фасовкăлакан тата тиесе ăсатакан комплекс («НАРМОНКА» АГРОФИРМА» тулли мар яваплăхлă общество). Виççӗмӗшӗ çулталăкне 40 пин тонна фри çӗрулми хатӗрлекен «ЧИТО ФРИ» завод («Чистополье» холдинг). Вӗсем пурте çитес вăхăтра хута каймалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство