News by date 19 February 2026
-
Геройсене манмалла мар
Паян «Казанская ярмарка» курав центрӗнче «Раҫҫей – Манӑн истори» Истори паркӗнче «Знание.Герои» экспозици ӗҫлеме пуҫларӗ
-
СВО, çапăçу ветеранӗсен, Раççей Геройӗсен малашне транспорт налогне тӳлемелле пулмӗ
Çакăн пек йышăну тунă ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем паянхи ларура.
-
Праски Виттине асăнса курав уçăлнă
Шупашкарта Чăваш халăх художникӗн тата Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗн Виталий Петровăн (Праски Виттин) малтанхи ӗçӗсен куравӗ ӗçлеме пуçланă. Экспозицире 1960-1970 çулсенче ӳнерçӗ ăсталанă 70 линогравюра. Кун пирки «Хыпар» Издательство çурчӗн сайчӗ пӗлтерет.
-
Нурлат районӗн çӗрӗ çинчен тепӗр поселок çухалчӗ
Паянхи кун нумай çынна ялсем пушанса юлни шухăшлаттарать. Çулран-çул пушаннă çуртсем йышланса, урамсем пӗтсе пыраççӗ. Хăш-пӗр çӗрте вара урам кăна мар чылай ял пӗтсе ларать.
-
2027 çултан аслă шкулсене гуманитари енӗпе вӗренме кӗрес текенсемшӗн истори ППЭ тытмалли тӗп предметсенчен пӗри пулса тăрӗ
2027 çултан Раççейри аслă шкулсене гуманитари енӗпе вӗренме кӗме пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен истори тӗп предметсенчен пӗри пулса тăрӗ.
-
WhatsApp тата Telegram ӗçӗ майпенленни çынсене улталанă тӗслӗхсене чакарнă
Роскомнадзор WhatsApp тата Telegram мессенджерсем урлă аудио тата видеошăнкăравсем тума чарнăранпа çынсене интернет урлă сахалрах улталанă.
-
Тутарстанра пӗлтӗр 55,4 пин ытла нумай ачаллӑ çемьене çӗр лаптӑкӗпе тивӗçтернӗ
Паян, февралӗн 19-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн 18 ларăвӗнче пăхса тухнă ыйтусен шутӗнче нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерессине анлă сӳтсе явнă.
-
Афган вăрçин ветеранӗсем кăçал та пӗрремӗш!
Вăрçăра тӗл перессипе илнӗ хăнăху çулсем иртсен те çухалакан япала мар. Çакна Çӗпрел районӗнче пурăнакан Афган вăрçин ветеранӗсем виççӗмӗш çул кăтартаççӗ. Район ветеранӗсен хушшинче иртекен турнирăн куçса çӳрекен кубокӗ кăçал та вӗсенче.