Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пӗлтӗр 55,4 пин ытла нумай ачаллӑ çемьене çӗр лаптӑкӗпе тивӗçтернӗ

Паян, февралӗн 19-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн 18 ларăвӗнче пăхса тухнă ыйтусен шутӗнче нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерессине анлă сӳтсе явнă.

Тутарстанра пӗлтӗр 55,4 пин ытла нумай ачаллӑ çемьене çӗр лаптӑкӗпе тивӗçтернӗ. Кун пирки ТР çын прависен уполномоченнӑйӗ Сария Сабурская Патшалӑх Канашӗн 18-мӗш ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

«Çӗр лаптӑкӗсем уйăрса парасси актуаллă ыйтусен шутӗнче. Асӑннӑ пулӑшу мери ӗçленӗ хушăра çӗр лаптӑкӗсене илме черете пӗтӗмпе 72 271 нумай ачаллӑ çемьене тăратнă» – тенӗ вӑл.

Сария Сабурская палăртнă тăрăх, граждансенчен килекен ыйтусене шута илсе пӗлтӗр Тутарстанăн çичӗ районӗнче çӗр лаптӑкӗсемпе тивӗçтерессин йӗркине тишкернӗ. Ун сăмахӗпе,   муниципалитетсенче ку енӗпе пысӑк ӗçсем туса пыраççӗ, анчах пурпӗр çитменлӗхсем те тупăнаççӗ.

«Тӗслӗхрен, Кукмор районӗнче çӗр пайӗсене валеçнӗ чухне черете  пӑснине тупса палӑртнӑ. Анат Кама тата Ешӗлвар районӗсенче заявленисене йышăнассипе пăхса тухассин вăхăтне тăсса янă. Элмет районӗнче заявлени паракана списокран кӑларни е çӗр пама килӗшменни çинчен вăхăтран каярах юлса пӗлтернӗ. Вăл вара çичӗ кунран ытла пулмалла мар», – тенӗ уполномоченнăй.

Спикер каланă тăрăх, çак тӗрӗслевсем хыççăн çӗр пайӗпе тивӗçтерессин административлӑ процедурине лайӑхлатас тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрленӗ те ӗнтӗ.

Сӑмахран, патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ документсен тулли пакетне заявленипе пӗрлех памаллине. Унсăр пуçне ТР Çӗр кодексне улшăнусем кӗртессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма та. Çакă граждансене çӗр пайне суйлассипе çыхăннă процедурăна ирттересси çинчен тӗрлӗ майсемпе тата вăхăтлă пӗлтерме пултăр тесе кирлӗ.  

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ