Афган вăрçин ветеранӗсем кăçал та пӗрремӗш!
Вăрçăра тӗл перессипе илнӗ хăнăху çулсем иртсен те çухалакан япала мар. Çакна Çӗпрел районӗнче пурăнакан Афган вăрçин ветеранӗсем виççӗмӗш çул кăтартаççӗ. Район ветеранӗсен хушшинче иртекен турнирăн куçса çӳрекен кубокӗ кăçал та вӗсенче.
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне тата Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалласа ӗнер, февралӗн 18-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи «Чемпион» спорт комплексӗнче Афган, Чечня вăрçисен тата ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем, запасри пограничниксемпе ТР ШӖМӗн (МВД) ветеранӗсен хушшинче пневматика винтовкипе тӗл перессипе йăлари ăмăрту иртнӗ.

Пилӗк команда (кашнинче 4-шар çын) ăмăртакан спорт мероприятийӗ яланхи пекех район администраци пуçлăхӗ Марат Гафаров, Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Айрат Залялов, çамрăксен ӗçӗсен спортпа туризм уйрăмӗн ертӳçи Руслан Вильданов, «Форпостăн» вырăнти уйрăмӗн ертӳçи Альберт Сулейманов тата Афган, Чечня вăрçисен ветеранӗсем, ятарлă çар операцийӗнчен кӗске отпуска таврăннă салтаксем саламласа ăнăçу суннинчен пуçланнă.
Хӗрӳ тупăшура тӗл перессипе Айрат Калимуллина (Чечня вăрçин ветеранӗ, Шемӗршел ялӗ) çитекенни пулман хальхинче, чи лайăх кăтартусемпе I вырăна вăл йышăннă. Ирек Яфизов (Афган вăрçин ветеранӗ, Кивӗ Çӗпрел ялӗ) – II, Виктор Петухов (Афган вăрçин ветеранӗ, Кивӗ Çӗпрел ялӗ ) – III вырăна çӗнсе илнӗ.
Командăсен хушшинче вара кăçал та Воин-интернационалистсем (Виктор Петухов, Ирек Яфизов, Николай Быков тата Петр Мулеев) мала тухнă. Çапла майпа куçса çӳрекен кубок виççӗмӗш çул вӗсенче. Саламлатпăр! Çӗнтерӳçӗсене пурне те кубокпа, медальпе, Хисеп хучӗпе тата асăнмалăх парнепе чысланă.
Турнира ирттерме пулăшнăшăн йӗркелӳçӗсем хӗресченпе фермер хуçалăхӗн ертӳçине Владимир Лысова тав тăваççӗ. (Эльвира Ярмушова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев