Салат – тӗтӗмленӗ чăх ашӗпе
Купăстана, хăяра тата чăх ашне турамалла. Заправка хатӗрлемелле: йогурт çине вӗтетнӗ укроппа ыхра, лимон сӗткенӗ хушса пăтраштармалла. Купăстана, хăяра, чăх ашне тата корейла кишӗре салат савăчӗ çине хумалла, заправка, тăвар тата пăрăç хушса пăтраштармалла.