Салат – тӗтӗмленӗ  чăх ашӗпе
Тӗпелте

Салат – тӗтӗмленӗ чăх ашӗпе

Купăстана, хăяра тата чăх ашне турамалла. Заправка хатӗрлемелле: йогурт çине вӗтетнӗ укроппа ыхра, лимон сӗткенӗ хушса пăтраштармалла. Купăстана, хăяра, чăх ашне тата корейла кишӗре салат савăчӗ çине хумалла, заправка, тăвар тата пăрăç хушса пăтраштармалла.

150 г тӗтӗмленӗ чăх ашӗ, 200 г пекин купăс­ти, 100 г корейла кишӗр, 2 хăяр; заправка валли – 150 г тутăсем хушман йогурт, ешӗл укроп, 2 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ, 1 шăл ыхра, тăвар тата пăрăç кирлӗ. 


Рецепты

Нет комментариев