Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Юр çусан хӗл час лармасть-ха

Юпа уйăхӗн 13-мӗшӗ – Михаил. Енчен те çак кунччен тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтнӗ-тӗк – хӗл ир ларать тата сивӗ пулать.

• Юпа уйăхӗн 14-мӗшӗ – Пук­рав. Çак кун хăш енчен çил вӗрет – çав енчен сивӗсем килеççӗ. Ӗлӗк Пукравран хӗр çураçма, туй тума пуçланă. Çак кун юр çуни ырă паллă – çамрăк мăшăрăн пурнăçӗ пыл та çу пуласса систерет. 

• Юпа уйăхӗн 15-мӗшӗ – Ус­тинья тата Куприян. Çак кун ­вăйлă çумăр çусан хӗлле сивӗ пулать. Чăхсем çунаттисемпе сулкалашаççӗ-тӗк – кӗçех сивӗтет. 

• Юпа уйăхӗн 16-мӗшӗ – Денис. Хӗл çывхарни уççăн сисӗнет. Çулçăсем васкаса тăкăнаççӗ, пӗрремӗш юрсем çăваççӗ, шăнтать. 

• Юпа уйăхӗн 17-мӗшӗ – Ерофей. Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса. Телеграф пралукӗсем яланхинчен хытăрах кӗрлеççӗ – çанталăк пăсăласса. 

• Юпа уйăхӗн 18-мӗшӗ – Харитина. Çумăрсăр çанталăк­ра кăвайт тӗтӗмӗ çӗр çийӗн сарăлать-тӗк – çумăра. Уяр çанталăкра чарлансем ушкăн-ушкăн хытă шавласа вӗçеççӗ пулсан та кӗçех çумăр çăвасса пӗлтерет. 

• Юпа уйăхӗн 19-мӗшӗ – Денис, Фома. Пӗрремӗш юр хӗл лариччен 40 кун маларах çăвать теççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы