Эрнелӗх гороскоп
Кӗркунне майӗпен çулçӑсен ылтӑнне тӗксӗмлетет, кунсем кӗскелеççӗ, каçсем вӑрӑмланаççӗ. Хӗвел Тараса паллинчех-ха, çавăнпа пирӗн тимлӗх шайлашулӑх çинче – «кӑмӑл ыйтнине» суйласа илмелле е «кирлӗ» тенине пăхăнмалла?
ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне чӑтӑмлӑхăра тӗрӗслет тейӗн. Хăвăрта вӑй-хал вӗресе тӑнине туятăр, анчах ăна ӗçе кӗртиччен тăхтама тивет. Ӗçре чăрмавсем сиксе тухӗç. Канмалли кунсем çывхарнă май лару-тăру çăмăлланӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Финанс сферинчи лару-тăру савăнтарать. Укçа-тенкӗпе çыхăннă сӗнӳсем чăннипех илӗртӳллӗ, анчах çӑлтӑрсем васкаса йышăнма хушмаççӗ вӗсене. Канмалли кунсенче кил-çуртăра хăтлăх кӗртӗр: япаласенче йӗрке пурри шухӑшсем çине ырă витӗм кӳрӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне тӗлпулусемпе, калаçусемпе пуян. Сирӗн ăс-тӑн уйрӑмах çивӗч халь: кирлӗ сӑмахсем чӗлхе вӗçне пырсах тăраççӗ. Ӗçре çӗнӗ çынсемпе пӗр чӗлхе тупни ӳлӗм усă кӳрӗ. Канмалли кунсенче çулçӳреве тухни аван.
РАК 22.VI – 22.VII
Çак кунсенче чунăрта мӗн пулса иртнипе ытларах интересленмелле. Халь тӗлӗкӗрсем те ытти чухнехинчен уççăнрах курăнаççӗ. Интуицие шанмалла. Канмалли кунсенче çемьене тимлӗх уйӑрмалла – сире вăй паракан çăлкуç-çке вăл.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Хуть мӗнле ушкăнра та тӗп сăнар пулса тăратăр: çынсем сирӗнтен канаш ыйтӗç, хавхалану, пулӑшу шырӗç. Ку килӗшет сире, анчах ывӑннине те туятăр. Ӗçре ертӳçӗ пултарулăхне кăтартмалла, хӑвӑр ытларах тума пултарнине ӗнентермелле.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Эсир вак-тӗвеке асăрхама пултарни çак кунсенчи ыйтусене татса пама пулăшӗ. Сире халь ювелирпа танлаштарма пулать, тӗплӗн, тăрăшуллăн ӗçлетӗр. Ӗçтешӗрсемпе çывӑх çыннăрсем çакна тивӗçлипе хаклӗç.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çывăх çыннăрсем, ӗçтешӗрсем сире пулӑшнине, тимленине туятӑр. Çӗнӗ проектсем пуçлама, тӗлпулусем ирттерме ӑнӑçлӑ вӑхӑт. Канмалли кунсенче çӑлтӑрсем тавралăха, хăвăра илемлӗрех тăвассипе тăрăшма сӗнеççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрне тарӑн туйӑмсене вăратать. Халиччен вăрттăнлăхра тытнине куç умне кăларса тӗпчесе пӗлес килӗ. Çак кунсенче чуна уçса калаçни пурнăçра нумай улшăну кӗртӗ. Юратнă çыннăра кӗвӗçме пуçланине никама та ан систерӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне хӗрӳ иртет, эсир каллех çула тухма хатӗрленетӗр. Тен, ку çӗнӗ плансемпе çыхăннă, командировка е кӗтмен сӗнӳ пулӗ. Пӗчченнисем хӑйсемпе пӗр пек интерессемпе пурăнакан çынпа тӗл пулаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере сирӗн çине пысăк яваплӑх тиенет. Халиччен ыттисем йышăнман чăкăлтăш ӗçсене пурнăçлама тивет. Харкам пурнăçра туйăмсем сивӗннӗ пек, анчах ку тӗрӗс мар. Савнийӗре тимлӗх уйăрма ан манăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Эрне сирӗншӗн идейӑсемпе экспериментсен тапхăрӗ пек иртет. Ӗçри ыйтусене халичченхинчен пач уйрăлса тăракан мелсемпе татса панине ӗçтешӗрсем те ырлӗç, пуçлăх та асăрхӗ. Эрне варринче паллашнă çынсем тавракурăмăра анлăлатӗç.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Эрне туйӑмсемпе пуян. Кашни сăмаха, вак-тӗвеке ытлашши çивӗч йышӑнатӑр – çывӑх çынсен сӑмахӗсем, интонаци, çанталӑк... Ӗçре эсир пулăшу кӗтмен çынсем те тӗрев парӗç. Юратура халь пӗр-пӗрне шанса уççăн калаçни пӗлтерӗшлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев