Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Истори тӗрӗслӗхӗпе нумай çӗршывра интересленеççӗ

Раççей историйӗпе кăçалхи халăхсен хушшинчи олимпиадăна хутшăнас текен ют çӗршыв çыннисен хушшинчи регистраци вӗçленнӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби РФ Çутӗç министерствин хыпарӗсем çине таянса. Хальхинче ку олимпиадăна 83 çӗршывран 1666 шкул ачи, студент тата педагог заявка панă. Мероприятие йӗркелекенӗ – «Моя история» Гуманитари ăслăлăхӗсене тӗрев паракан фонд.

Заявка паракансем пуринчен ытла Тӗп Азирен. Кăркăсстан хутшăнакансен йышӗпе малта – 256 заявка. Çавăн пекех Узбекистанран, Таджикистанран тата Казахстанран хутшăнакансем нумайăн. Африка, Латин Америки, Европа тата Кăнтăр-Хӗвелтухăç Азирен те йышлăн заявка паракансем.

«Моя история» фондăн директорӗ Иван Есин олимпиадăн кăçалхи теми «СССРăн Иккӗмӗш тӗнче вăрçинчи витӗмӗ» пулнине шута илсен унта нумай çӗршыв хутшăнни питӗ пӗлтерӗшлине палăртнă. Кунсăр пуçне ăмăрту Аслă Çӗнтерӳ 80 тултарнă çул иртет.

«Олимпиадăна 83 çӗршыв представителӗсем хутшăнни Аслă Çӗнтерӳ теми тӗнчери çынсене питӗ интереслентернине çирӗплетет. Уйрăмах Азири, Африкăри тата Латин Америкинчи шкул ачисемпе студентсем хутшăнма кăмăл туни савăнтарать – çак çӗршывсенче истори çине объективлă пăхасси ӳссе пырать. Çамрăксем фашистсене çӗнтернӗ халăхсем çинчен ытларах пӗлесшӗн, вӗсене ăнланасшăн, хисеплесшӗн. Эпир хамăрăн истори тӗрӗслӗхӗн площадки халăхсен хушшинчи гуманитарлă диалог ирттермелли вырăн пулнишӗн савăнатпăр», – тенӗ Иван Есин.

 

Ют çӗршыв представителӗсен малтан суйлав турӗ урлă иртме тивет. Ноябрь уйăхӗнче вара чи лайăх вӗренекенсем Санкт-Петербурга килӗç – олимпиадăн куçăн турне хутшăнӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-Информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев