Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ хулинче СВО салтакӗн палăкӗ пур

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене халалласа сентябрӗн 30-мӗшӗнче Теччӗ хулин Çӗнтерӳ паркӗнче палăк уçнă.

Палăк ентешӗсен фронтра кăтартакан паттăрлăхпа хăюлăхӗн символӗ. 3 метр ытла çӳллӗшлӗ, пӗр тоннăна яхăн таяканскерен бронзăран хатӗрленӗ. Авторӗ – Тутарстан скульпторӗ Фаниль Валиуллин. Хăйӗн ӗçӗпе вăл ентешӗсене Тăван çӗршыв хӳттине тăнăшăн тав тăвать.

Çитес вăхăтра монумент çине ятарлă çар операцине хутшăнакан Теччӗ район салтакӗсен ячӗсене те вырнаçтарӗç. (Сăнӳкерчӗк Теччӗ район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество