Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлă çӗр туяннă

Чистай хулинче пурăнакан 29 çулти арçынна та шулӗксем улталанă. Полици уйрăмӗн дежурнăй чаçне панă заявленире çырнă тăрăх, вăл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтне хăй темиçе тонна хура çӗр туянасшăнни пирки пӗлтерӳ панă. Пӗлтерӳ сайтра тухсанах ун патне палламан çын шăнкăравланă та хăй мӗн кирлине кӳрсе пама пултарни пирки пӗлтернӗ. Арçынсем хакӗ пирки калаçса килӗшсен «сутуçă» хăйӗн телефон номерӗпе укçа куçарма ыйтнă.

Хура çӗре ун валли хăйӗн паллаканӗ «КамАЗ» машинăпа темиçе рейспа кӳнӗ. Кӳрсе пӗтерсен хайхи çӗршӗн тата кӳрсе панăшăн тӳлеме ыйтнă. Заказчик ăна шăнкăравлаканăн номерӗпе 6000 тенкӗ укçа куçарнине пӗлтернӗ. Арçынсем шулӗксен серепине лекнине тавçăрса илнӗ. Шăнкăравлакан посредник пек пулса таваршăн укçана хăйне илнӗ... 

Хальхи вăхăтра шулӗксене тупса палăртас ӗçсем пыраççӗ, уголовнăй ӗç пуçарнă. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #ОсторожноМошенники