Çӗнӗ законсем йышăннă
ТР Патшалăх Канашӗн 13-мӗш ларăвӗнче йышăннă Республикăн çӗнӗ законӗсем вăя кӗреççӗ
ТР Раисӗ алă пуснă социаллă пӗлтерӗшлӗ законсенчен хăшĕсемпе вулакансене паллаштаратпăр.
Аслă шкулсенче, ятарлă пӗлӳ паракан вăтам вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен 23 çул тултарман тăлăхсем юрист пулăшăвне тӳлевсӗр илме пултараççӗ. 72-ЗРТ № Закон октябрӗн 10-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн Тутарстанри 18-23 çулсенчи вӗренекен тăлăхсем (вӗреннӗ вăхăтра ашшӗ е амăшӗ вилнисем те, хăр-тăлăхсем те) е вӗсен интересӗсене хӳтӗлекенсем тӳлевсӗр юрист пулăшăвне илме пултараççӗ.
Ӗç мигранчӗсен патенчӗ 2026 çулта 8,5 процент ӳссе 7937 тенкӗ те 64 пуса çитет. 61-ЗРТ № Закон 2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче ӗçлеме пуçлать.
Ӗç ветеранӗсене социаллă тӗрев парассине тӳрлетӳсем кӗртме йышăннă. 70-ЗРТ№ Закон 2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗмелле. Вăл ӗç ветеранӗсене адреслă социаллă пулăшу парассипе çыхăннă. Ветеранăн уйăхри вăтам тупăшӗнчен шутласа палăртма йышăннă ăна.
Çӗр лаптăкне тивӗç нумай ачаллă çемьесене укçан компенсаци илме сӗнесси çинчен калакан закон октябрӗн 14-мӗшӗнче ӗçлеме тытăнать. 65-ЗРТ№ закон Хусанта, Çырчаллинче пурăнакансене пырса тивет. Çемьесем килӗшсен çӗр лаптăкӗсем вырăнне укçан компенсаци параççӗ. Паянхи кун вырăнти хăйытăмлăх органӗсенче Хусанта 8518, Çырчаллинче 5304 нумай ачаллă çемье учетра тăрать.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӗрев пама йышăннă закон та вăя кӗнӗ – муниципалитет службине ӗçе кӗрес текенсенсемшӗн йӗркене ансатлатнă.
Массăллă мероприятисем йӗркелекенсем валли çӗнӗ правилăсем йышăннă. 64-ЗРТ № Закон октябрӗн 3-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă федераллă законпа килĕшÿллĕн унта çӗнӗ правилăсене куратпăр.
Çӗнӗ законпа йӗркелӳçӗсем РФ субьекчӗн ӗç тăвакан влаçӗн органӗсене, вырăнти хăйтытăмлăх органне малтанах пӗлтерсе хумалла: мӗнле мероприяти, хăçан, ăçта иртет, миçере пуçланать, куракансен шучĕ мĕн чухлĕ, йӗркепе хăрушсăрлăх мерисем.
Автомобиль çулӗсем çинчи çыхăнăва тата интернета лайăхлатасси çинчен 59-ЗРТ№ Закон 2025 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. Ку закон çыхăну операторӗсене пӗр-пӗринпе лайăхрах ӗçлеме май парӗ, çыхăну инфраструктурине аталантарма май парӗ.
Сăнÿкерчĕк ТР Патшалăх Канашĕн сайтĕнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев