News by date 22 January 2026
-
2025 çулта çемье çавăракансем йышланнă-и?
Кӗçнерникун ТР Министрсен Кабинечӗн гражданла лару-тăру акчӗсен çырав управленийӗ 2025 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетрӗ.
-
Кăçал Тутарстанра 55 шкулпа 18 ача садӗнче юсав ирттереççӗ
Республика тата федераллă программăсемпе Тутарстанри 25 районта, Хусан тата Çырчалли хулисенче 55 шкулта, тăхăр районпа Хусан хулинче 18 ача садӗнче, ултă районпа Çырчалли хулинче 16 профессиллӗ вӗрентӳ учрежденийӗнче юсав ӗçӗсем ирттерӗç. Çакăн пирки журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.
-
Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 119 çул çитрӗ
Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă Петр Петрович Хусанкай январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралнă.
-
Февралӗн 14-мӗшӗнче Çырчаллинче мăшăрсем старта тухаççӗ
Хӗллехи тӗп мероприятисенчен пӗри – юбилейлă 25-мӗш Кама йӗлтӗр марафонӗ кăçал Юратакансен кунӗпе тӳр килет.
-
Олимп Мишки таврăнать
Италире 2026 çулта иртекен Вӑйӑсенче Раҫҫейӗн Олимп комитечӗ наци сборнӑйӗн талисманне 1980 ҫулхи Олимп Мишки евӗр сăнара регистрацилени çинчен январӗн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗ
-
Наци проекчӗпе 53 ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ
2025 ҫулта «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ шайӗнче Тутарстанри 19 районта пӗтӗмӗшле 88 миллион тенкӗлӗх 53 ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Кун пирки ТР туризмпа патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Иванов ведомствӑн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.
-
«БУРАТИНО» ÇӖНӖ ФИЛЬМĂН ДЕКОРАТОРӖ – ЧĂНЛĂ РАЙОН ЧĂВАШӖ Дмитрий КОЗЛОВ
Ку хыпара «Цильнинские новости» телеграм-каналӗнче асăрхарăмăр. Вӗсем хăйсен ентешӗпе савăнса ку хыпара ыттисене те пӗлтерме васканă. Сăмах май, «Сочи парк» проекта та вăл хутшăннă.
-
Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмне Çӗпрел чăвашӗ ертсе пырӗ
Çӗнӗ Шуçăм муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин хушăвӗпе çак кунсенче районăн культура уйрăмӗн ертӳçине Олег Витальевич Кузнецова лартнă.
-
Сивӗтсен шкул расписанине улшӑнусем кӗртме пултараҫҫӗ
Вӗренӳ учрежденийӗсем ҫанталӑк сиветсен хӑйсен штат режимӗпе ӗҫлеҫҫӗ, шкула килнӗ пур вӗренекене йышӑнаҫҫӗ.