Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 119 çул çитрӗ

Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă Петр Петрович Хусанкай январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралнă.

1950 çулта Чăваш АССРан халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССРăн патшалăх премиĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомолăн преми лауриачĕ пулнă. Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн Аслă Канашлăвĕсен депутачĕ пулнă.

Вилӗмсӗр сăвă-поэмăсем çырнă, чăваш чӗлхин, литературин чапне тӗнчипе мухтава кăларассишӗн ырми-канми тăрăшнă ентешӗмӗр вăрçă темипе те сăвăсем нумай çырнă, мӗншӗн тесен хăй те фронтовик. 1942 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа 1944 çулхи сентябрьччен вăл 207-мӗш тата 273-мӗш стрелоксен дивизийӗсен йышӗнче Совет Çарӗн ретӗнче тăнă, Дон, Сталинград, Брянск, II Белорусси, I Украина фрончӗсенче Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ. Сталинград патӗнчен пуçласа Висла таранах çитнӗ, Польшăри Красник хули патӗнче йывăр аманнă. Рядовой, лейтенант, аслă лейтенант, дивизин политуйрăмӗн инструкторӗ, «За Родину» тата «Сталинец» хаçатсен литература сотрудникӗ пулнă. Вăрçă темипе çырнă сăввисемпе очеркӗсене «А.Сувар» текен псевдонимпа пичетленӗ. Петӗр Хусанкая «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Германие çӗнтернӗшӗн» медальсемпе, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă.

Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕрет.

Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. 

1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Хусанкай